Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентÿ те АПК наци проекчĕшĕн

Районта регионаллă наукăпа практика конференцииĕ иртрĕ. Вăл “Муниципаллă вĕрентÿ “АПК аталанăвĕ” приоритеплă наци проектне пурнăçа кĕртес ĕçре” темăпа пулчĕ. Конференцие Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, АПК предприятисемпе хутшăнусем йĕркелекен пай специалисчĕсем, тĕрлĕ фирма представите-лĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи ыйтупа малтанах район пуçлăхĕ Н.Глухов уçăмлă каларĕ. Çĕре юратма, çĕр çинче ĕçлеме ачаранах хăнăхтарса ÿстермеллине палăртрĕ. Шăпах ку енĕпе шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕсем пурри те вырăнлă пулнине пĕлтерчĕ.

Ĕçчен çын пурăнать районта. Çавна патшалăхран кивçен укçа илекенсен йышĕ пысăк пулни те çирĕплетет. Хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллатнă кредита республикăра пуринчен нумай Патăрьелсем илейнĕ. Мĕншĕн вырăнти майсемпе усă курмалла мар. Хамăр туса илекен продукци ют çĕр-шывран килекеннине çул ан патăр. Çак шухăша тĕпе хурса калаçрĕ республикăри ял хуçалăх министрĕн çумĕ С. Енилина. Анчах ял хуçалăхне пăшăрхантараканни те пур. Ют çĕр-шывран кÿрсе килекен продукци вырăнти таварсен хакне йÿнетет. Сĕтех илер. Типĕтнине ютран туянни çакна çирĕплетет те. Çитменнине тата ăна ытларах та илнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен икĕ хут нумайрах туяннă. Кунта вырăнти ĕçĕн технологине çĕнетсе кăларни те кирлех. Польшăра Раççейринчен ял хуçалăх продукцийĕсене туса илекен çĕр лаптăкĕ 10 хут пĕчĕкрех. Çавах сутлăх хăш-пĕр таварĕ чылай ытларах. Çĕрпе пĕлсе тухăçлă усă курмаллине вĕрентет çакă. Халиччен, пытарма кирлĕ мар, районта та акăнман-лартăнман, çын çÿллĕш куршанакпа тулнă çĕр лаптăкĕсем сахалах мар пулнă. Юлашки икĕ çул хушшинче вĕсене тирпейлеме тăрăшнă. Паллах, пур çĕре те ĕç алли çитмен-ха. Хăш-пĕр юхăннă хуçалăхсен çĕр лаптăкĕсене йĕркеллĕ ĕçлесе пыракан кооперативсем арендăна илсе акса çитĕнтерессине йĕркеленĕ. Уйрăм çынсен çĕр пайĕсемпе те çавах. Акă, иртнĕ çул Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми Ишек ял халăхне тÿлевсĕрех утă çитĕнтерсе панă. Халиччен пулнă-и-ха çакăн пекки; Çук.

Хуçалăха тытса тăма пĕлекенсем ĕçе йĕркелесе пыма пултараççех. Патшалăх паха вăрлăх хатĕрленĕшĕн, ăратлă выльăх тытнăшăн та хушса тÿлет. Наци поекчĕ минераллă удобренисем туянма, çĕнĕ техникăллă пулма та çăмăллăхсем парать.

Тĕрлĕ культура çитĕнтерессипе ĕçлет район. Хăш-пĕр енĕпе айккинчи пулăшу тата та кирлĕ-ха. Акă, сухан-севок çитĕнтересси çинче чарăнар. Вăрлăхĕ хаклă. Хăш-пĕр чухне тăкаклăхĕ е сорчĕ тивĕçтермест. Е тата районти малта пыракан хуçалăх пĕр лаптăкран 60 центнера яхăн тĕш-тырă, тепри 6 центнер пуçтарса кĕртни шухăшлатармаллах. Наци проекчĕпе килĕшÿл-лĕн усă курса танмарлăха тивĕçтерме тăрăшмаллах.

“Россельхозбанк” директорĕ Н.Письменская кредит илессипе ăнăçлă ĕçленине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Республикăри халăхăн 40 проценчĕ ялсенче пурăнать. Ăнăçлă аталанса пыни 2006 çулта газ кĕртессине вĕçлеме май пачĕ. Кăçал кашни ял асфальтлă çулпа çыхăнать. Çак ырлăх Мускав облаçĕнчи ялсене те çитеймен. Е Саратов облаçĕнчи пĕр-пĕр фермер çĕршер гектар çĕрпе усă курать. Пирĕн вара пĕр лаптăк акайман вырăн та хăвармалла мар.

Техника туянас, строительствăна пуçăнас ĕçсенче те кредит пама пултарать банк. Халиччен кивçен укçана 5 çула илейнĕ. Унăн тÿлесе татмалли срокне 8 çула çитернĕ.

Куçман объектсен кадастр агентствин федераллă управленийĕн республикăри ертÿçин çумĕ Д.Трушин çĕр пайĕсене илес ĕçри хут тутармалли ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Çĕре харпăрлăха çавăрассипе документсене питĕ тĕрĕс хатĕрлемеллине палăртрĕ экономика наукисен докторĕ, университет ректорĕ Л.Кураков. Вырăна ларайман пĕр хут та унсăр тăратса хăварма пултарать.

“Новые Агротехнологии Поволжье” ООО директорĕ В.Григорьев сĕт туса илес ĕçри кăлтăксене палăртрĕ. Çур ĕмĕр каялла тунă витесенче алă вăйĕпе пурнăçламалли ĕç пайтах. Сĕт пур хуçалăхра та пăрăх тăрăх каймасть. Çавăнпах доярка 20-25 ĕне çеç сăваять. Хăш-пĕр çĕрте пĕр çын 70 ĕне сума ĕлкĕрет. Тăвайра шăпах 100 пуç вырнаçмалăх комплекс тăваççĕ. Унта ĕçлекенсемшĕн те, выльăхсемшĕн те кирлĕ условисем çителĕклĕ .

Республикăри “Агро – Инноваци” унитарлă предприяти директорĕ Н.Васильев çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме вăхăт ыйтнине çирĕплетрĕ. Унсăр хуçалăхсене тытăнса тăма йывăр пулатех. Электроэнерги, çунтармалли–сĕрмелли япаласен хакĕ малашне те ÿсеççех.

“Агриматко” хупă акционерлă пĕрлешĕвĕн регионти директорĕ С.Филиппова çĕре пăхмасан тухăçĕ ÿсмессине, “Чувашагролизинг” пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕн çумĕ В.Кузьмин лизинга техника илесси агропромышленость комплексне патшалăх енчен пулăшу пулнине çирĕплетрĕç.

Конференцие хутшăннисем пленарлă пай хыççăн Алманчăра пулчĕç. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми наци проектне пурнăçлассипе епле ĕçленипе тĕплĕн паллашрĕç, хуçалăх ертÿçине ыйтусем пачĕç, тулли хуравсем илчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 июля 2008
00:00
Поделиться