Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тирпейлĕх кăмăла çĕклетĕр

Йывăç тĕмсем лартнă лаптăксене çĕнетсе пырасси, вĕсене упраса пурăнасси, ял администрацийĕсен территорийĕсене симĕслентересси, клумбăсен шутне ÿстересси, шкулсен, ача сачĕсен, палăксен таврашне илемлетесси, вĕрентÿ учрежденийĕсен сăнав участокĕсене, садиксене кăтартуллă тăвасси, предприятисемпе организацисен, учрежденисен, нумай хваттерлĕ çуртсен территорйĕсене, подъездсене тирпей-илем кĕртесси çинчен çуркуннене кĕрсенех сăмах пуçарнă. Йĕрке-тирпей пулни хамăршăнах лайăх-çке.

Анчах çак илеме тăтăш тытса пыма пĕлместпĕр. Çул хĕррисене, урамсене пушă кĕленчесем, пылак шыв савăчĕсем пăрахатпăр, тавралăха илемсĕрлететпĕр, çут çанталăка варалатпăр. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче çÿп-çап пуçтармашкăн ятарлă транспорт та уйăрнă. Палăртнă вăхăтра çитет вăл хуçалăхсен умне. Анчах пуринче те апла мар. Е пĕр-пĕр аслă урампа транспорт тухнипех çырлахаççĕ. Çĕр çăтмастех çÿп-çапа. Ăна пуçтарассишĕн тăрăшмаллах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 июля 2008
00:00
Поделиться