Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Страховка премийĕсене саплаштараççĕ

Раççей Федерацийĕн “Транспорт хатĕрĕ тытакансен гражданла яваплăхне обязательнăй йĕркепе страхласси çинчен” калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн, социаллă хÿтлĕх органĕ урлă транспорт хатĕрĕсем илнĕ инвалидсене обязательнăй страховани килĕшĕвĕпе тÿленĕ страховка премийĕн 50 процентне саплаштараççĕ. Ку транспорт хатĕрĕпе ăна тивĕçлĕ право пур çыннăн çеç усă курмалла, договорта тепĕр водительтен ытла мар кăтартмалла. Хальхи вăхăтра Патăрьел районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕ тивĕçлĕ документсемпе пĕрле заявлени йышăнать. Июлĕн 3-мĕш тĕлне 11 инвалид çакна пурнăçланă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 июля 2008
00:00
Поделиться