Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шашка ăмăртăвĕ

Пÿртлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан спорт мастерĕн кандидачĕ А.Унтин 10 шашка хăми çинче харăс выляса сеанс ирттерчĕ. Ăна хирĕçле вăйлă команда тăратнă пулсан та Андрей пилĕк хăма çинче выляса илчĕ, иккĕшĕ çинче выляса ячĕ, ытти партисем никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕç.

Вăййа хутшăннисене А.Унтин хăйĕн библиотекинчи тĕрлĕ авторсем шашка спорчĕ пирки çырнă кĕнекисене парнелерĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 июля 2008
00:00
Поделиться