Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Салтак яланах салтак

Федерацин çар тивĕçĕ тата çар хĕсмечĕ çинчен калакан саккунне, Раççей Правительствин çар сборĕсемпе çар тивĕçĕсене пурнăçлама пулăшакан хăш-пĕр ыйтусем çинчен калакан йышăнăвне, Атăлçипе Урал çар округĕн штаб начальникĕ ыйтнисене пурнăçласа, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар ĕç комиссариачĕ çар тивĕçĕсене пурнăçламалли граждансене Пермь крайĕнче иртекен çар сборне суйласа илсе ăсатрĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ку енĕпе райадминистрацисен пуçлăхĕсемпе çар ĕç комиссарĕсем умне çирĕп тĕллевсем лартнăччĕ. Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар ĕç комиссариатне Патăрьелпе Шăмăршă ра-йонĕсен администрацийĕсем пысăк пулăшу пани сборсене çÿллĕ шайра ирттерме пулăшрĕ. Граждансене суйласа илсе хатĕрлеме Алманчă ял тăрăх администрацийĕн çар учет сĕтелĕн начальникĕ Е.Степанова нумай тăрăшрĕ. Ахальтен мар ăна çар ĕç комиссарĕ Хисеп грамотипе чысларĕ.

Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕ Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар ĕç комиссариатне тĕп состава 33 çын, резерв валли 2 çын суйласа илсе яма задани панăччĕ. Вăл ăнăçлă пурнăçланчĕ.

Çар сборне Патăрьел районĕнчен Н.Петров, Ю.Ермошкин, И.Марлынов, В.Алякин, М.Якушев, В.Живненко, Ю.Трифонов, С.Антипов, Ю.Тереньев, В.Савинов, Ю.Чанга, Л.Тукранов, Н.Иванов, Ю.Аппаков, В.Матюшкин, В.Гаврилов, В.Муленков, Э.Петров, А.Клементьев, А.Марков кайса килчĕç. Пурте вĕсем хăйсен çар тивĕçне чыслă пурнăçларĕç, дисциплинăна пăхăннипе, çар техникине лайăх пĕлнипе палăрчĕç.

Ахалтен мар Ю.Ермошкин, М.Якушев, В.Живненко, В.Савинов, Ю.Аппаков, В.Матюшкин, В.Гаврилов, В.Муленков, А.Марков, А. Клементьев çар чаçĕн командирĕн Хисеп грамотисене, Н.Петров, И.Марлынов, Ю.Трифонов, В.Алякин, Ю.Терентьев, Ю.Чанга, Л.Тукранов, С.Антипов, Э.Петров, Н.Иванов çар ĕç комиссариачĕн Хисеп хутне тивĕçрĕç. Унсăр пуçне асăннă çынсене черетлĕ çар званийĕсем панă, А.Марковпа Г.Петрова прапорщик званине пама республикăри çар ĕç комиссариачĕ умне ыйту тăратнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 июля 2008
00:00
Поделиться