Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республикăри конкурса хутшăнаççĕ

Районти учительсем “Çулталăк учителĕ – 2008” конкурса хутшăнаççĕ. Ăна республикăри вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви ытти организацисемпе пĕрле ăста ĕçлекен педагогсене хавхалантарас, палăртас, ят-сумне çĕклес, чи лайăххисен опытне сарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурс августăн 22-мĕшĕнче пулать. Унта хутшăнма пирĕн районтан Шăнкăртамри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти тутар чĕлхипе литератури учительници С.Ишмуратова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекен Э.Карягина, иккĕмĕшĕнчи пуçламăш классене пĕлÿ паракан А.Михайлова кăмăл тунă. Вĕсен мастер-класс урок ирттермелле, лекци вуламалла, экспертсен ыйтăвĕсене хуравламалла. Ăнăçусем сире!



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 июля 2008
00:00
Поделиться