Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар ан кăтарттăр типшар

Инкек куçа курăнса килмест. Кăçалхи ултă уйăхра районта 22 пушар пулчĕ, 2153738 тенкĕлĕх тăкак кÿчĕ. Пушарсем ытларах уйрăм хуçалăхсенче тухнă. Пурĕ 16 пулнă, 5 çурт тĕпĕ-йĕрĕпех кĕлленнĕ, 11-шĕ сиенленнĕ, 5 çын пурнăçĕ татăлнă. Электрооборудованисемпе усă курнă чухне вут-кăвартан сыхланмалли йĕркене пăхăнманран, юсавсăр кăмакасемпе усă курнăран 6 пушар пулнă. Патăрьел ял тăрăхĕнче 4-пушар, Турханпа Сăкăтра 3-шер тухнă. Тутар Сăкăт, Шăнкăртам, Ишлĕ ял тăрăхĕсенче вут-çулăм икшер хут алхаснă. Пурлăха вут-кăвартан сыхласси яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вут-çулăм ан тухтăр тесе районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ пулин те инкексем пулсах тăраççĕ. Майăн 21-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 25-мĕшĕччен “Пурăнмалли çурт-йĕр–2008” операцин пĕрремĕш тапхăрне ирттерчĕç. Çак вăхăтра çурт-йĕре тĕрĕслерĕç. Операцие ял тăрăхĕсенчи администраци ĕçченĕсене, участоксенчи милици инспекторĕсене, ВДПО специалисчĕсене явăçтарчĕç. Ытларах пĕччен пурăнакан ватăсем, нумай ачаллă, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕнме юратакан çемьесем пурăнакан çуртсене çитсе курма тăрăшрĕç. Пĕтĕмлетсен çакă палăрчĕ: çуртсенче кивелнĕ электропроводасемпе усă кураççĕ, кăмакасене вăхăтран-вăхăта юсамаллине, ÿсĕрпе пирус туртни те пысăк инкек патне илсе пынине манаççĕ.

Пушар ниме те тиркесе тăманнине, çут çанталăкăн хăш тапхăрĕнче те пысăк инкек пулма пултарнине манас марччĕ.

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 июля 2008
00:00
Поделиться