Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлемесен çурт пулмасть

Наталия Митрофанова “Труд” хуçалăхра тăватă çул дояркăра тăрăшать. Вăл Вăрнар районĕнче çуралнă, повар профессине алла илнĕ, халăха тутлă апатпа сăйланă. Шăпа ăна Нăрваш Шăхальне илсе çитернĕ. Çемьене йыш хутшăнсан та килте ларман, тÿрех ĕçе тухнă. Халĕ мăшăрĕпе икĕ хĕрача çитĕнтереççĕ. Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçланăран тата кăтартăвĕсем лайăхран вăл кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн стипендине илме тивĕç пулнă.

– Çурт-йĕре те çĕнетрĕмĕр, тумаллисем тата та пур. Президент паракан стипенди аванах пулăшу кÿрет, – тет Н.Митрофанова.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 июля 2008
00:00
Поделиться