Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юрă кайрĕ ян та ян

Наци Культурин регионсем хушшинчи ХІ “Поволжская глубинка” фестивалĕ Ульяновск облаçĕнчи Павловка поселокĕнче иртрĕ. Унта республикăри тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В.Антонов ертсе пыракан Çĕньялти “Илем” фольклор ушкăнĕ те хутшăнчĕ (ÿкерчĕкре). Халăх ансамблĕ куракансен умне “Тăван патне килнĕ чухне” хореографи сюитипе тухрĕ. Çавăн пекех ташă-юрă ăстисем хăйсен репертуарĕпе Ирçе Шмалак ялĕнче пурăнакансене те савăнтарчĕç. Унта 200 ытла чăваш тĕпленнĕ. Калаçăвĕ те пирĕн енчипе пĕрех. Анчах çакнашкал чуна çывăх тăракан чăваш юррине нумайранпа итлесе киленеймен вĕсем. Аслăраххисем кунти пурнăçпа интересленчĕç.

“Илем” ансамбль фестивальтен дипломпа таврăнчĕ. Унта кайма майсем туса панăшăн Чăваш Республикинчи Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствипе район администрацине ырă сăмах каламалăх пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2008
00:00
Поделиться