Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ТИСКЕР ВĂРçĂ! МИçЕ çАМРĂКА ПУРНĂçРАН ВĂХĂТСĂР УЙĂРАЙРĕ

“Советская Чувашия” хаçатăн пĕр номерĕнчи “Шырав кĕтесĕнче” Пенза облаçĕнчи Городище районĕнчи Сурск хули çывăхĕнчи “Затон” поселокĕнчи Алексей Илюшин Тамбоври пехота училищине 1941 çулхи май уйăхĕнче вĕренсе пĕтернĕ Перепелкин, Быков, Николаев лейтенантсене пĕлекенсене сас пама ыйтса çырни тухнă. 322-мĕш стрелоксен дивизийĕнче757-мĕш стрелоксен полкĕнче çапăçнă Перепелкин паттăрла вилĕмпе вилнине пĕлтернĕ. Çакна Анат Туçари С.Перепелкина курнă. Светлана Ивановна Александр Перепелкинпа пĕртăван Иванăн мăшăрĕ. Çÿлерех асăннă адреспа вăл çыру çырнă. Хуравĕ нумай кĕттермен. Акă, мĕн пĕлтернĕ унта: “Хисеплĕ Светлана Ивановна, Сире Саша Перепелкин сăн ÿкерчĕкне тавăрса паратăп. Тепĕр тивĕçĕме пурнăçлани çинчен пĕлтеретĕп. Вилнĕ чухне вăл “Кам чĕрĕ юлать... çырăр” тесе хăварчĕ. Те çĕр-шывне хыпар çитерме каларĕ, те хăрушă вăрçă çинчен çырма ыйтрĕ, пĕлейместĕп. Анчах эпĕ иккĕшне те пурнăçларăм. 40 çултан тăванĕсене шыраса тупрăм. 24 листаллă повесть çыртăм. Иккĕмĕш кĕнекине те хатĕрлесе пыратăп. Повеçе Сашăна халалланă. Тахçантанпах ăна ăçта пытарнине шыратăп. Тупас ĕмĕтпех пурăнатăп.

Сашăн училищĕне кĕричченхи пурнăçне пĕлместĕп. Пирĕн еннелле килес пулсан кĕрсе тухма ыйтатăп.

Салампа Алексей Степанович”.

Полк историне сăнлакан документлă повеçра Перепелкинăн юлашки çапăçăвне кĕскетсе пичетлесси пирĕн те тивĕç тесе шутларăмăр.

“Траншейăра виççĕмĕш взвод командирĕн Перепелкин лейтенантăн пуçĕ курăнчĕ. Командирсем патне лăпкăн пырса тăчĕ вăл, чылайччен сăмах чĕнмерĕ, кайран çеç шăппăнрах калаçма пуçларĕ:

– Акă мĕн, юлташсем, ĕçсем питĕ япăх пирĕн. Салтаксене мĕнле сыхласа хăварас ыйту тăрать. Çапăçусем ыран та, тепĕр кунне те пулаççĕ, кам пĕлет, тен çитес 1942 çулта та çапăçмалла пулать. Шăпах çавăнпа эпĕ личнăй состава сыхласа хăварасси çинчен уйрăм каласшăн, мĕншĕн тесен паянхи наступленире мĕн пур салтака çухатма пулать.

– Саша, сан шухăшпа мĕнле, çак трагедирен пăрăнма май пур-и; – ыйтрĕ Артюхин.

Перепелкин кăштах шăп тăчĕ, сулахай аллипе ĕнсине тытрĕ, аяккине темиçе утăм турĕ, унтан çаврăнчĕ те:

– Çапăçу йывăр пуласса эпир лайăх пĕлетпĕр, кайран мĕн пулса тухасса туятпăр. Çакă хăраса ÿкни мар, лару-тăрăва объективлă хаклани. Приказа улăштарма, ăна пăрахăçлама пултараймастпăр эпир, анчах хамăршăн усăллăрах майсемпе усă курса çынсене сыхласа хăварăпăр. Манăн шутпа, ку енĕпе чи лайăх меслет вăл нейтралкăра пулас вăхăта май килнĕ таран чакарасси, наступление хăвăрт ирттересси. Мана тĕрĕс ăнланăр эсир, çухатусем пулаççĕ, мĕншĕн тесен эпир уçă хирте мишеньсем вырăнне пулатпăр-çке. Хирте шăтăк-путăк та, тĕмеске те çук. Тăшмана мĕнле те пулсан улталаса сахалрах çухату тÿсмелле. Мĕн пур полкран та халĕ пĕр тулли батальон пулмасть. Ман шухăшпа штаб пире наступление ярса тăшманăн вут-хĕм точкисене палăртса, унăн хăватне пĕлме разведка ирттересшĕн. Çынсем каланă тăрăх, оборонăн иккĕмĕш эшелонĕнчен часах çĕнĕ чаçсем килсе наступлени пуçармалла. Çак наступлени умĕн штаба тăшман çинчен сведенисем кирлĕ те, вĕсене пирĕн наступлени пулăшнипе тупмалла.

Ильинпа Артюхин Перепелкин канашне шута илме, наступление хăвăрт ирттерес тесе тăрăшма сăмах пачĕç, пĕр-пĕрин аллисене хыттăн чăмăртарĕç, пĕр-пĕрне чуптуса илчĕç. Маларахри çапăçусем умĕн çакă пулманччĕ. Çакă офицерсем умри йывăрлăхсене, хăрушлăха лайăх ăнланнипе пулчĕ пулĕ.

Артюхин хăйĕн взводне çул тытрĕ. Перепелкин кăштах юлса Ильинран Тамбоври училищĕре пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем çинчен ыйтса пĕлчĕ, юратнă хĕртен тахçантанпах çыру пулманни пăшăрхантарни пирки каларĕ.

– Эх, çĕрĕм, сана хÿтĕлетпĕр, юн тăкатпăр. Маншăн эсĕ чăваш çĕрĕ пекех хаклă, – терĕ юлашкинчен, траншея хĕрринчи тăпрана ывăçласа илсе, унтан тикĕссĕн пусса хăйĕн взводнелле утрĕ.

Перепелкин взвочĕ сулахай флангра, е урăхла каласан нимĕçсен сăрт çинчи окопĕсен çывăхнерехчĕ, çавăнпа та тăшман вут-хĕмĕн мĕн пур хăвачĕ çак взвода лекрĕ. Наступлени тăвас хĕрÿлĕх чакрĕ: станковăй пулемет чарăнчĕ, расчет вилсе пĕтнĕ пулас. Çав вăхăтра Перепелкин ура çине сиксе тăчĕ те: “Комсомолецсем! Коммунистсем! Тăван çĕр-шывшăн, ман хыççăн, малалла” тесе поселок еннелле чупрĕ.

Нимĕçсем малти линие пăрахса каялла тарма пуçларĕç. Ильинпа Перепелкин юлнă салтаксемпе окопа йышăнчĕç, вĕсен хыçĕнчен переççĕ. Артюхин окопран 20-30 метрта вилмелле аманчĕ. Унăн помощникĕ аслă сержант салтаксен ушкăнĕпе окопсене йышăнчĕ. Çапăçу ерипен чарăнса пырать. Пысăк çухатусемпе хиртен аманнисене илсе тухрĕç.

Чăннипех те тĕрĕс пулчĕ Перепелкин шухăшĕ. Наступлени хăвăрт иртмен пулсан нимĕç окопĕсене никам та çитейместчĕ.

Саша окопсем тăрăх çаврăнчĕ, юлнă салтаксемпе командирсене шутласа тухса Ильин патне канашлама пычĕ. Ильин ураран аманнăччĕ, пĕр салтак унăн суранне çыхать.

– Виçĕ ротăран çитмĕл икĕ çын, çав шутра аманнисем вун пиллĕкĕн, çавăн пекех эпир иксĕмĕр, мĕн пурĕ 4 взвод командирĕ. Рота командирĕпе политрук çинчен хыпар çук. Салтаксем вĕсене наступлени пуçламăшĕнче çеç курнă теççĕ. Наступлени пуçлансанах вилнĕ пулмалла, – пĕлтерчĕ Перепелкин.

Каçранах нимĕçсем окопсене минометран персе тăчĕç, площаде вĕçĕ-хĕррисĕр ракетăсемпе çутатрĕç. Перепелкинпа Ильин поселока пырса кĕрес тесе икĕ хутчен те хăтланса пăхрĕç, анчах та кашни хутĕнчех салтаксен окопсене каялла таврăнма лекрĕ. Ракетăсемпе çутатса, автоматсенчен, пулеметсенчен персе тăни чăрмантарчĕç вĕсене. Батальон штабĕнчен связной урлă приказ çитерчĕç: пĕрремĕшĕ – мĕнле те пулсан çурçĕрччен тытăнса тăмалла, çурçĕрте подкреплени çитмелле, иккĕмĕшĕ – нимĕçсем наступление пысăк вăйпа пуçласан тĕп оборонăна чакмалла.

Перепелкинпа Ильинăн подкреплени килессине кĕтесси юлчĕ, мĕншĕн тесен юлнă вăйпа окопсене тытса тăраймастăн. Каялла чакасси те вырăнлă мар – таса хитре пурне те çийĕнчех вĕлерсе пĕтереççĕ. Çапла вара виличчен çапăçмалла пулать.

Ирхине, тĕтре сирĕличченех нимĕçсем сылтăм флангран лапамран тухрĕç те Ильинпа Перепелкин окопĕ патне çывхарчĕç. Вĕсем патне çитме 150-200 метр çеç. Шучĕ вара вĕсен ку вырăнти пĕлтерĕшлĕ наступлени мар, тăшманăн пысăк вăйĕсен пĕтĕмĕшле тапăнăвĕ пулни палăрчĕ.

Ильинпа Перепелкин вут-çулăм уçма команда пачĕç.

“Рус, рус, сдавайся!” тесе кăшкăраççĕ нимĕçсем. Патронсем пĕтрĕç. “Гранатăсем хатĕрлĕр”, – пулчĕ команда. Салтаксем юлашки “лимонкисемпе” “РГДсене” пăрахрĕç те каялла, малтанхи оборона вырăнне чакас тĕллевпе окопсенчен тухрĕç. Вĕсен çийĕн шрапнеллĕ темиçе снаряд шартлатса çурăлчĕ. Темиçе çын вилмелле аманчĕ. Сасартăк Перепелкин связнойĕ çине таянчĕ, унăн пичĕ юнланнă, снаряд е мина осколокĕ хырăмне çурнă. Ильин ăна ярса илчĕ: “Кам чĕрĕ юлать... çырăр...” тесе ĕлкĕрчĕ Саша вилес умĕн.

Чĕрĕ юлнисем, вĕсенчен пурте тенĕ пекех аманнăскерсем вут-çулăм ăшĕнчен тухнă хыççăн Перепелкина йăтнă ушкăна асăрхамарĕç. Вĕсем пурте вилсе пĕтнĕ пулас. Ротăран ултă çын, виçĕ ротăран вара 20-25 салтакран ытла мар юлнă, вĕсенчен те ытларахăшĕ аманнă. Тен, Саша юлашкинчен чĕрĕ юлнисем вилнĕ мĕн пур салтаксен тăванĕсене тупса çырса ярăр тесе каласшăн пулнă пулĕ;

Çак калавра Смоленск çĕрĕ çинчи хăрушă çапăçу çинчен кĕскен çырса кăтартнă. Хăюллă, паттăр Перепелкин офицер çинчен ытти алçырăвĕсенче те чылай асăннă. Вĕсене Тамбов е Пенза облаçĕсенчи музейсене те, тен, çапăçу пынă вырăнти – Смоленскри краеведени музейне паратпăр”.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2008
00:00
Поделиться