Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пысăк тухăçăн вăрттăнлăхĕ нумай

Иртнĕ эрнере “Батыревское” пĕрлешÿре тата “Исток” агрофирмăра “Август” фирма йĕркеленипе семинар-канашлу иртрĕ. Унта Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Канаш, Красноармейски, Пăрачкав, Куславкка районĕсенчи хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсем, Патăрьел районĕн пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсем хушшинче çыхăну йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков хутшăнчĕç. “Август” фирмăпа Патăрьелĕнчи хуçалăхсем тачă çыхăну тытаççĕ. Çум курăк пĕтерекен, ÿсен-тăрансене сиенлекен тĕрлĕ хурт-кăпшанка тата чир-чĕре хирĕç кĕрешекен препаратсен 50 процентне шăпах асăннă фирмăран туянаççĕ. 2003 çултанпа килĕшÿ тусах ĕçлеççĕ. Хими мелĕпе пĕлсе усă курнипе юлашки çулсенче хуçалăхсенче тухăç илесси пысăкланчĕ, çĕр ĕç культури ÿсрĕ.

Семинар-канашлăва хутшăнакансем “Исток” тата “Батыревское” хуçалăхсен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, сахăр кăшманĕ, çĕр улми çитĕнекен лаптăксене çитсе курчĕç. Ертÿçĕсемпе специалистсем “Август” фирма кăларакан продукци чăннипех те пахалăхлă иккенне курса ĕненчĕç. Патăрьелсем хăйсен опы-чĕпе паллаштарчĕç.

2007 çулта районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 38, 7 пин тонна пуçтарса кĕртнĕ. “Исток”, “Звезда”, “Малалла”, “Красное знамя”, “Югель”, “Батыревское”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче тухăç гектартан 27-38, 6 центнерпа танлашнă.

Çĕр улми 140, 2 пин тонна пухса илнĕ. Чи пысăк тухăç Ленин ячĕллĕ, “Исток”, “Красное знамя” хуçалăхсенче пулнă.

Сахăр кăшманĕ пурĕ 24, 4 пин тонна тухнă. “Исток” агрофирма гектартан 400 центнер илнĕ.

Семинар–канашлăва хутшăнакансем пысăк тата пахалăхлă тухăç илме ÿсен-тăрана хÿтĕлекен препарат чылай витĕм кÿнине палăртрĕç, пĕтĕмлетÿсем турĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2008
00:00
Поделиться