Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ПАТШАЛĂХРАН – ПУЛĂШУ

Ял хуçалăхĕнче кашни тенкĕ шутра. Продукцийĕ йÿнĕ, туянакан япаласем хаклă. Пысăк тухăç илме, ăратлă выльăх туянма, тытса тăма кĕмĕл самаях кирлĕ. Патшалăх тăкаксене кăшт саплаштарсан та аванах пек туйăнать. Акă, кăçалхи çул çулшăн хуçалăхсем 32 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Республика бюджетĕнчен 9 миллион тенкĕ ытла тивнĕ, вăл шутран элита вăрлăхсемпе ĕçлекен хуçалăхсене – 1 миллион та 198 пин тенкĕ, ăратлă выльăх усракансене – 2 миллион та 21 пин тенкĕ, тăпра пахалăхне ÿстернĕшĕн 2 миллион та 51 пин тенкĕ субсидиленĕ.

Патшалăх федераллă бюджетран агропромышленность комплексĕнчи хуçалăхсене валли 23 миллион тенке яхăн уйăрнă. Вăл шутран элита вăрлăхсемпе тăрăшнăшăн – 794 пин тенкĕ, ăратлă выльăх тытнăшăн –806 пин тенкĕ, минераллă удобренисем сапнăшăн 1 миллион та 322 пин тенкĕ, ялăн социаллă аталанăвĕшĕн 639 пин тенкĕ субсиди тивнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2008
00:00
Поделиться