Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Çак сăмахсем Упамса ялне те пырса тивеççĕ. 50 çул каярах кунта аслă шкултан вĕренсе тухнă икĕ çын пулнă. Паянхи куна 103 çынна çитнĕ. А.Пешков ял хуçалăхĕнче, Вера Степановăпа Владимир Степанов культурăра професси енĕпе хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Н.Смирнов республикăри финанс министрне çитнĕ. Г.Козлов, П.Петров, А.Пятаков, В.Трофимов, П.Купцов тата ыттисем те тĕрлĕ шайри ертÿçĕ ĕçĕсене явăçнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2008
00:00
Поделиться