Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ

Районти социаллă хÿтлĕх центрĕнче ачасен çуллахи канăвне тивĕçлĕ йĕркелес ĕçе тимлĕх уйăраççех. Халĕ кунти виççĕмĕш сменăра 10 ача канать. Вĕсем 21 кун пулаççĕ. Çак хушăра “Çăлкуç” профилакторинче сывлăхне çирĕплетеççĕ. Спорт площадкисенче, кану паркĕсенче тĕрлĕ вăйă йĕркелеççĕ. Асра юлмали экскурсисенче пулаççĕ. Конкурссем те кăсăклă иртеççĕ. Çак ырлăх сахал тупăшлă, нумай ачаллă, тулли мар, йывăр шăпаллă çемьесен ачисене тивĕçет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2008
00:00
Поделиться