Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăçталла, эсĕ, абитуриент

Сисмерĕмĕр, çу варри те çитрĕ. Шкулсенче экзаменсемпе уйрăлу каçĕсен тапхăрĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ. ППЭ те урăх выпускниксен чунĕсене хăратмасть, пăшăрхантармасть. Çак вăхăт халĕ хыçра. Ырăпа пулни-иртнине аса илмелли çеç тăрса юлчĕ. Анчах та малалла вĕренме талпăнакан ĕнерхи шкул ачисен алă усса ларма пĕрре те вăхăт çук. Шăпах çак уйăхăн вĕçĕнче абитуриентсен аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ чух тытмалли экзаменсен тапхăрĕ пуçланать. Выпускниксем, паянхи абитуриентсем, пулас студентсем мĕнле профессие кăмăлаççĕ-ши; Епле пофессие алла илсе çынсене усă кÿме тăрăшаççĕ, ĕмĕтленеççĕ; Ăçта вĕренме кĕме шухăшлаççĕ-ши хальхи çамрăксем;

Марина: Эпĕ мĕн пĕчĕкрен тухтăр пулма ĕмĕтленетĕп. Çынсене йывăр чух пулăшасси, тĕрлĕ чир-чĕртен хăтарасси, сыватасси, хальхи пурнăçра савăнса пурăнччăр тесе тăрăшасси чăтма çук пысăк телей тесе шутлатăп. Çак професси ĕçченĕсен ырă кăмăллă, çемçе чун-чĕреллĕ, çынсемпе калаçма пĕлмелле. Эпĕ те кăçал Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсе, çак профессие алла илсе, çынсене сыватма тивĕçлĕ тухтăр пуласшăн.

Алексей: Эпĕ питĕ-питĕ вăйлă техникăна юрататăп. Техника вăл маншăн пурнăç сĕткенĕ, пурăнма хистекен. Çул кăтартса тăракан маяк пек малашнехи кун-çула кăтартса, çутатса паракан. Çавăнпах эпĕ инженер профессине алла илсе хамăн турнăçа техникăпа çыхăнтарасшăн.

Настя: Чăн малтанах повара вĕренсе тухасшăн. Çынсене тутлă апатпа савăнтарасшăн . Кайран вара çак ĕçе хăнăхса, пĕлсе çитсен малалла аслă пĕлÿ илме çул тытасшăн.

Дмитрий: Мана вара ялта питĕ килĕшет. Тăван ялăн уçă сывлăшне тулли кăкăрпа сывласа илетĕн те, чун уçăлса, тасалса кайнăнах туйăнать. Яланах хамăн тăвансемпе ялта пурăнас шухăшпа эпĕ ял хуçалăх академине агронома вĕренме кĕме шут тытрăм. Ку ĕç, паллах, пысăк укçапа çыхăнман, çапах та тăван ял, атте-анне, тăвансем çывăхра пулни пахарах.

Таня: Эпир халĕ 21-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр. Çак тапхăрта наука, культура питĕ вăйлă аталанаççĕ. Пурнăçра çавна пула çĕнĕрен те çĕнĕ профессисем çуралаççĕ. Пирĕн те ĕлĕхилле мар, хальхилле пурăнмалла. 21-мĕш ĕмĕр профессийĕсене парăнтарма тытăнмалла. Эпĕ хам та вĕсенчен пĕрне суйласа илсе алла илесшĕн .

Оля: Манăн аттепе анне те шкулта ĕçлеççĕ, ачасене пĕлÿ параççĕ. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ питĕ килĕшет. Ачасене те юрататăп, учитель пулма ĕмĕтленетĕп.

Мĕнех, абитуриентсене ăнăçу сунатăп. Вĕсем хăйсем шутланă, ĕмĕтленнĕ çĕрте вĕренсе тухса çĕр-шыва кирлĕ, тивĕçлĕ специалистсем пуласса шанатăп.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2008
00:00
Поделиться