Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çĕрулми çирĕр-и

Утă уйăхĕ çуллахи вăхăта çурмалла пайлать. Вăл çу тÿпи, ĕç вăхăчĕ, утă çийĕ, шалкăм çумăрсемпе çырла уйăхĕ. Вăйлă аслатиллĕ çиçĕмпе çунтарать. Çакна вырсарни каçхи те çирĕплетет.

Ытти уявсемпе те паллă вăл. Тунтикун православи тĕнне ĕненекенсем Турă амăшĕн Хусанти турăшне тупса чиркĕве хунине (Казански) паллă турĕç. Халăхра ку уявра çĕнĕ çĕр улми çимеллине те пĕлеççĕ. Тутанса пăхакансем пулчĕçех ĕнтĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2008
00:00
Поделиться