Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

100 çулхи юбилей

Алманчă чиркĕвĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ирттернĕ кĕлле Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Саватий епископ, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Л.Кураков, Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Фомин, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин ертÿçи Ю.Попов тата ыттисем те хутшăнчĕç. Таврари ялсенчи священниксемпе ял халăхĕ хăнасемпе пĕрле малтанхи чиркÿ вырăнĕнче пулчĕç. Вăл шкул территоринче вырнаçнă. Унта часовня лартнă. Çакăнта Варнава владыка молебен ирттернĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июля 2008
00:00
Поделиться