Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрлерĕ уяв Чементе

Айдуш уçланкине ял халăхĕ, сумлă хăнасем, аякран килнĕ ентешсем, кÿршĕ ялсенче пурăнакансем килсе çитрĕç. Сенкер кĕпеллĕ, тĕрĕллĕ саппунлă хĕрсемпе хĕрарăмсем, чăваш кĕпи тăхăннă арçынсемпе каччăсем кашни ратне сĕтелĕ умĕнче пуçтарăнчĕç. Хĕрсем кĕвентесемпе шыв ăсма кайса килчĕç, вĕсене каччăсем пулăшрĕç. Хурăн тураттисене шыва пăрахнă хыççăн ял халăхĕ вăйă картине тăчĕ. Вун-вун çын алран алла тытса халăх юррине юрларĕ, çавăнтах пир çирĕплĕхне тĕрĕслерĕ. Зотовсемпе Медведевсен ратнисен пир çапас ăсталăхĕ пысăкки курăнчĕ. Вĕсен кĕвви чи илемли пулчĕ. Унтан кашни ратне пайланса юрларĕ, ташларĕ, савăнчĕ. Сĕтеллисем пĕри тепринчен пуянрах, мĕн кăна хатĕрлесе килмен пулĕ йăхсем. Чăваш халăх апачĕ–шÿрпе, хашлама пĕçерчĕç, чей вĕретрĕç. Чăваш телевиденинчен килнĕ хăнасем йăх пуçĕсемпе, ял-йышпа калаçрĕç. Кунтах ачасем ярăнчăксемпе савăнчĕç. Хăнасем хăш-пĕр ратне хатĕрленĕ япаласене курса савăнчĕç. Унта кил-тĕрешри ĕç хатĕрĕсене: çава, кĕрепле, кĕреçе, пуртă тирпейлĕн хурса тухнă, ларса, выртса канмалли вырăнсем тунă. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р, Селиванов саламларĕ. Чăваш наци конгресĕн представителĕ В.Лукьянов Аслă Чеменсемпе Тури Чакăсем чăвашлăха аталантарнине, ĕлĕкхи йăла-йĕркене, тăванлăха упранине палăртрĕ. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Яковлев уяв çав тери кăсăклă иртнине каларĕ. Тольятти хулинче пурăнакан О.Тарасов хуньăшĕ, 83 çулхи ĕçпе вăрçă ветеранĕ, тутарсен Президенчĕн М.Шаймиевăн советникĕ пулнăскер, тухса каламасăр чăтаймарĕ. Çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕ, курăк çинче хокейла выляса Раççей чемпионки ятне тивĕçнĕ Н.Туптова сăмахне те тимлĕн итлерĕç уява пынисем. Пĕтĕм Тĕнчери марафон чупăвне хутшăнса Испанире, Америкăра Надя 2-мĕш вырăн тухнине нумайăшĕ пĕлмен.

Малалла сăмах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Медведев илчĕ. Вăл çулталăкра туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, маттур та пултаруллă депутатсене, уйрăм çынсене ятран асăнчĕ. “Чи лайăх хушма хуçалăх” ята Тури Чакăри Е.Иванова çĕнсе илнине каларĕ. Ялшăн çав тери нумай ĕç тунă Э.Бахмисова “Ялăн хисеплĕ гражданинĕ” ят парса чысларĕ. Çак уява ирттерме Эдуард Константинович çав тери пысăк тÿпе хывнă. Л.Иванов афганеца Мускавран килнĕ медале парса чыс турĕç. Çак награда Леонид Елизаровича 20 çултан “шыраса тупнă”.

Малалла Гаврил Федорович районти Акатуйра палăрнисене: Тури Чакăри Культура çуртĕнчи Н.Стефейкин ертсе пыракан хора (40 çын ытла), Е. Пузайкина юрăçа, “Ассорти” ташă ушкăнне (ертÿçи–М.Медведева ) çитĕнĕвĕсемшĕн ырласа хăварчĕ. Вĕсем пурте парнесене тата грамотăсене тивĕç пулчĕç.

Спорт уявĕнче палăрнисене те парнесем кĕтрĕç. Е.Капитонова, Д.Иванов, Л.Матюшкин, А.Шатунов, С. Кошелева, М.Егорова, А. Яганов, Настьăпа Ирина Лысовăсем тĕрлĕ ăмăртура çĕнтерчĕç. Çемье эстафетинче Семеновсене çитекенни пулмарĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тупăшăвĕнче В.Семенов, Ю.Антонов, Н.Зотов, А.Медведев, Н.Вавилов, Г.Бахмисов призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. Паллах, асра юлмалли футбол та пулчĕ. Турнира кашни çулах Н. Карзаков ентеше халаллаççĕ. Çĕнтерÿçĕсене унăн мăшăрĕ Валентина Васильевна медальсем çак-са ячĕ.

Уява Чăваш Республикин композиторсен ассоциацийĕн членĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Аслă Чементе çуралса ÿснĕ Г.Терентьевпа унăн мăшăрĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артистки О.Терентьева тăсрĕç. Вĕсен кашни юрринех савăнса, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Ял артисчĕсем те айккинче юлмарĕç, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç. Мĕн каçчен кĕрлерĕ уяв, ташларĕ, юрларĕ, савăнчĕ халăх.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 июля 2008
00:00
Поделиться