Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырма хушмасть ырма

Хресченшĕн яваплă та канăçсăр тапхăр – вырма çывхарать. Унччен техникăна юсаса хатĕррисен ретне лартмалла, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрлемелле. Юлашки вăхăтра куллен тенĕ пек çумăр çунине шутласан, тыр-пул пухса кĕртессине кĕске вăхăтра пурнăçламалла.

Хресченшĕн яваплă та канăçсăр тапхăр – вырма çывхарать. Унччен техникăна юсаса хатĕррисен ретне лартмалла, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрлемелле. Юлашки вăхăтра куллен тенĕ пек çумăр çунине шутласан, тыр-пул пухса кĕртессине кĕске вăхăтра пурнăçламалла.

Районĕпе 96 комбайн, вĕсенчен 80-шĕ хире тухма пултараççĕ. Ыттисем кивелнĕ. Кăçал 2 çĕнĕ “уй-хир карапĕ” хутшăннă : “Исток” агрофирма тата “Знание” хупă акционерлă пĕрлешÿ туяннă. “ Дуслык” кооператив усă курнă комбайна бартер мелĕпе илнĕ.

– Ытти çулсенче вырмана районти мĕн пур комбайн тухнипех ĕçе вăхăтра вĕçленĕ. Кăçал тухăç вăйлăрах тата техника та кивелсе пырать, çанталăк условийĕсене те шута хурса ытти çĕртен “уй-хир карапĕсем” илсе килесшĕн. Ульяновск облаçĕнчи “Агроснаб” уçă акционерла пĕрлешÿн 5 “Донне” явăçтарасси пирки калаçу пырать. Хальлĕхе “Дуслык” “Колос”, “Родник”, “Знамя”, “Хастар”, “Жизнь”, “Мир” хуçалăхсене яваплă тапхăрта пулăшу кирлĕ, – тесе пĕлтерчĕ районти тĕп специалист-эксперт И.Васильев.

Çунтармалли–сĕрмелли материал хатĕрлесси те паян çăмăл мар. Дизтопливо районĕпе 1030 тонна кирлĕ, хальлĕхе 120 тонна пур. Бензин 390 тонна янтăламалла пулсан, 25 тонна туяннă. ГСМ валли, вырма, кĕрхи ĕçсене ирттерме хуçалăхсем кредит илеççĕ.

Районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ А.Думилин ертсе пыракан ятарлă ушкăн вырмана хутшăнакан техника мĕнле шайрине хуçалăхсене тухса тĕрĕслет. Паяна 38 комбайн тĕрĕслев витĕр тухнă.

“Дуслык” хуçалăхра “уй-хир карапĕсем” 3 единица: икĕ “Нива” тата пĕр “Дон” . “Дон” комбайна нумай пулмасть çеç илсе килнĕ. Пĕлтĕр вара яваплă тапхăра хутшăнакан техникăн шучĕ 5 те пулнă, анчах та кĕркунне пушара пула виççĕшĕ юрăхсăра тухнă. Парка çĕнетме тăрăшаççĕ. Йывăрлăхĕсем те тупăнсах тăраççĕ. Комбайнсене юсама тытăннă, кадрсем вара çитмеççĕ. Акса хăварнă тыр-пула пухса кĕртмеллех, унсăрăн пире çĕр-анне каçармасть. Çунтармалли– сĕрмелли материала кайран тырăпа тÿлесе татмалла илеççĕ. Кредит валли салук хума нимĕн те çук.

Улма-çырла питомникĕнче комбайнсене юсассипе пикенсех ĕçлеççĕ. Паян тесен паян ĕçе тухма хатĕр вĕсем. Яваплă тапхăрта икĕ “уй-хир карапĕ” тырра пуçтарса илнĕ çĕре хутшăнаççĕ. Штурвал умне В. Огурцовпа Ю. Каррин механизаторсем лараççĕ. Тырă турттармалли техника та юсавлă. Çунтармалли–сĕрмелли материал тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук. Дизтопливо 14 тонна пур, бензин та çителĕклĕ. Çитес кунсенче тата турттарса килмелле.

Вырмана “Батыревский” пĕрлешÿ те тухма хатĕр. Паркра тирпейлĕх хуçаланни тÿрех сисĕнет. Ĕçе тухман техникăна пĕр йĕре тирпейлĕн лартса тухнă. Тыр-пул пухса кĕртме икĕ “Дон” тата пĕр “Енисей” хутшăнмалла. Кадрсем çителĕклĕ. ГСМа яваплă тапхăр валли хатĕрлесе хунă.

Тĕш-тырра вăхăтра пуçтарса кĕртесси çĕр ĕçченĕн тивĕçĕ. Темле йывăр пулсан та вырман лаптăк хăварас марччĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 июля 2008
00:00
Поделиться