Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ултă çул иртрĕ унтанпа

Пиллĕкмĕш класа саккăрăн вĕренсе пĕтер-тĕмĕр. Çуллахи каникул пуçланчĕ. Урамра юлташ хĕрачапа тăратпăр. Пирĕн умран велосипедпа пĕр чипер арçын ача иртсе кайрĕ. Мана тантăшăм эпĕ арçын ача çине пăхнине курса: “Ку санпа пĕр çулта”, – терĕ. Манăн ăна татах курас килсе кайрĕ. Питĕ хÿхĕм арçын ача-çке!

Акă шкула çÿреме те вăхăт çитрĕ. Эпир класра тăваттăн çеç тăрса юлтăмăр. Ыттисем кÿршĕ шкулсене вĕренме куçнă.

– Пирĕн пата çĕнĕ ача вĕренме килет, – терĕ класс ертÿçи.

Чăнах та, тепĕр кунах килчĕ вăл. Çав кун вара эпĕ пит çинчи йăл кулла пытарма пĕлеймерĕм. Шăп та лăп эпĕ çулла тĕл пулнă ача пулчĕ ку. Вăл çак шкулти кĕçĕн классен учительницин кĕçĕн ывăлĕ иккен. Класра пиллĕкĕн вĕренме пуçларăмăр, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаттăмăр, çĕнтереттĕмĕр...

Эпĕ вара класа çĕнĕ ача килнĕ хыççăн нумай улшăнтăм. Ăна курсанах пит çăмарти пĕçерме пуçлатчĕ. Унпа калаçнă чухне çухалса каяттăм.

Çапла саккăрмĕш класс та пĕтертĕмĕр. Тăххăрмĕшне урăх шкула, шăпах вĕсен ялне, куçрăмăр. Çурчĕ умĕнченех иртсе çÿретĕп, ялан чÿречинчен тинкерсе пăхатăп, ăна шыратăп. Пĕлетĕп: килĕштеретĕп эпĕ ăна...

Кăçал эпир шкултан вĕренсе тухрăмăр. Ăна эпĕ ултă çул паллатăп ĕнтĕ, анчах хамăн ăшă туйăмсем пирки пĕлтерейместĕп. Иксĕмĕр пĕр парта хушшинче ларатпăр. Çакă маншăн тем пысăккăш телей. Манăн яланах санпа çумлă пулас килет. Анчах эсĕ çакна туймастăн пуль çав. Эпĕ вара вутра çунатăп. Куçусенчен тинкерсе ăшă сăмахсем калас, санăн ăшшуна туяс килет. Хăçан çитĕ-ши çав самант;

"Авангард" (газета Батыревского района)
12 июля 2008
00:00
Поделиться