Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уйрăм хуçалăхсене те сиенленĕ

Июлĕн 6-мĕшĕнче районти вырăн-вырăнпа çунă сивĕ, çиллĕ шалкăм çумăр хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм хушма хуçалăхсене те шар кăтартнă, сăтăр тунă.Сăмахран, Алманчă ял тăрăхĕнчи çичĕ хуçалăхăн хуралтă тăррине çил вăйĕ сÿсе ывăтнă.Çĕр ĕç фирминче вара çĕр улми анин пĕр пайĕ пăрпа сиенленнĕ, çапса çунă çумăр ыраша вырттарнă.Ыхра Çырми, Хирти Пикшик, Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕсене кĕрекен хăш-пĕр хуçалăхсене те çак кунхи çутçанталăк пулăмĕ сиен кăтартнă.

"Авангард" (газета Батыревского района)
12 июля 2008
00:00
Поделиться