Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турхан ÿнерçĕсене хавас

Алексей Афанасьевич Кокель ÿнерçĕпе чăваш халăхĕ чăннипех те мухтанать. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 8-мĕшĕччен Турханта А.А.Кокеле халалланă Пĕтĕм тĕнчери ІІ пленэр иртнĕ. Унта Украинăран, Хусантан, Абаканран, Шупашкартан килнĕ художниксем хутшăннă.

Çак кунсенче пленэр Турхан ялĕнче вĕçленчĕ. Ăна хупнă çĕре Украина халăх художникĕ, Харьков облаçĕнчи художниксен организацийĕн ертÿçи, И.Репин ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери ыр кăмăллăх фончĕн президенчĕ, Харьков патшалăх дизайнпа искусствăсен академийĕн профессорĕ В.И.Ковтун хăйĕн мăшăрĕпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕн ректорĕ Л.П.Кураков, Патăрьел район администраци пуçлăхĕ Н.И.Глухов хутшăннă.

Ÿнерçĕсем икĕ эрнере 200 ытла ÿкерчĕк тунă.

Турхан ялĕнче ятарлă курав çуртне тата А.А.Кокель ячĕллĕ музей-çурт уçма па-лăртнă. Пленэра йĕркелекенсем малашне те çак ырă йăлана тăсса тĕрлĕ çĕр-шыври ÿнерçĕсене А.А.Кокель çуралнă яла килсе курма чĕнĕç. Художниксен ĕçĕсемпе халĕ Шупашкарта хальхи вăхăт искусствин центрĕнче паллашма пулать.

"Авангард" (газета Батыревского района)
12 июля 2008
00:00
Поделиться