Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наркомани тата ачасем

Çак сăмахсем паян час-часах пĕрле илтĕнеççĕ. Анчах та хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çак çыхăнăва асăрхамасть: кун пекки хăйсемпе тата çывăх çынсемпе пулма пултараймасть тесе шухăшлать. Шел те, общество çак хăрушлăх сĕмсĕррĕн тапăнса пынинчен тивĕçлĕ хÿтĕлейменнине йышăннă.

Çак сăмахсем паян час-часах пĕрле илтĕнеççĕ. Анчах та хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çак çыхăнăва асăрхамасть: кун пекки хăйсемпе тата çывăх çынсемпе пулма пултараймасть тесе шухăшлать. Шел те, общество çак хăрушлăх сĕмсĕррĕн тапăнса пынинчен тивĕçлĕ хÿтĕлейменнине йышăннă.

Наркомани вăл–ăс-тăна тĕтрелентерекен наркотик япалисем патне туртăм пурри, вĕсемсĕр пурăнайманни. Çак тĕлевпе тĕрлĕ япалапа–чăн наркотиксемпе тата эмелсемпе усă кураççĕ.

Мĕнле препарат ĕçнине кура активлăх ÿсет е чакать. Активлăхĕ ÿснĕ çын хăйне çăмăл, çаврăнăçуллă, вăйлă, тем те тума пултарнăн туять. Активлăх чаксан вара çемçетсе-лăплантарса ярать, кирек мĕнле йывăрлăх та манăçнă-иртнĕ пек туйăнать. Наркотикпа темиçе хут усă курсанах çын унăн тĕпсĕр авăрне кĕрсе ÿкет, ăна психика тĕлĕшĕнчен парăнать. Наркотиксене тата ытларах парăнасси вара вăл организмри тĕртĕмсен хими йышне кĕрсен пулать. Çакна пула наркотик пĕтĕм организмăн биологипе хими шайлашăвне сыхласа хăварма кирлĕ услови пулса тăрать. Вăл организмра çук чухне çын вĕчĕрхенме, тарăхма, урма пуçлать, тимлĕхĕ пĕтет, час ывăнать, ăна пĕтĕмпех шанчăксăр, йывăр туйăнать.

Минретекен япаласăр пурăнайманни, ялан ăна тупас тĕллевпе анрани наркомансене преступлени çулĕ çинелле тĕкет. Вĕсем вăрлама аптекăсене çĕмĕрсе кĕме, çынна вĕлерме те пултараççĕ. Организмĕ наркăмăшланнипе шалти органсем, уйрăмах пĕверпе пÿре, чирлеççĕ. Наркомансен ÿтĕн пÿрлĕ чирĕсем, тромбозсем, венăсен шыççи, гепатит, СПИД, венери чирĕсем час-часах тĕл пулаççĕ. Наркотик виçине ытлашши ÿстернипе наркăмăшланни, тăн çухатни, вилни те сахал мар.

Хисеплĕ ашшĕ–амăшĕ! Эсир хăвăрăн ачăршăн çак самантра мĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлетĕр. Унпа наркотик сиенĕ, вăл унăн пуласлăхне, сывлăхне мĕнле витĕм кÿме пултарасси çинчен калаçмалли пирки ан манăр. Ăна илĕртсе е вăйпа наркотик сĕнекен çынна хирĕç “çук” тесе çирĕппĕн хуравлаттарасси–сирĕн тивĕç.

Çапах та ачăр наркотик тутанса пăхма ĕлкĕрнĕ-и тен; Апла-тăк хăвăртрах нарколог-тухтăрпа тĕл пулма васкăр. Ачăрăн сывлăхĕшĕн специалистпа пĕрле кĕрешсен усси пулатех.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 июля 2008
00:00
Поделиться