Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иринăпа тивĕçлипех мухтанатпăр

Иртнĕ тунтикун Шупашкарта хĕрарăмсем маунтинбайк енĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртура тупăшнă. Кунта Раççей чемпионкин ятне çĕнсе илессишĕн çеç мар, Китайра иртекен Олимпиадăна хутшăнма ирĕк паракан пĕр путевкăшăн та ыйту татăлнă. Ку енĕпе пирĕн ентеш, Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ И. Калентьева (Ягупова), пуринчен те пултаруллăрах пулнă. Ирина Олимпиада путевкине маларахах çĕнсе илнĕ. Çавăнпа иккĕмĕш вырăна тухнă В.Андреева та Пекинра иртекен Олимпиадăна хутшăнĕ.

"Авангард" (газета Батыревского района)
12 июля 2008
00:00
Поделиться