Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аталану çул-йĕрĕпе – малалла

Республикăра кашни уйăхрах информаци кунĕсем иртни пĕлтерĕшлĕ те, усăллă та, кирлĕ те. Чăн малтанах республика шайĕнчи влаç органĕнчи яваплă çынсем вырăнти халăхпа куçа-куçăн курнăçса, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене шута илсе кирлĕ çĕре çитереççĕ, татса пама пулăшаççĕ, районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвĕ тĕреклентĕр тесе тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртме тимлеççĕ тата ытти те.

Республикăра кашни уйăхрах информаци кунĕсем иртни пĕлтерĕшлĕ те, усăллă та, кирлĕ те. Чăн малтанах республика шайĕнчи влаç органĕнчи яваплă çынсем вырăнти халăхпа куçа-куçăн курнăçса, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене шута илсе кирлĕ çĕре çитереççĕ, татса пама пулăшаççĕ, районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвĕ тĕреклентĕр тесе тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртме тимлеççĕ тата ытти те.

Июлĕн 16-мĕшĕнче района килнĕ пысăк информаци ушкăнĕ паянхи пурнăçпа çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕ. Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе Республика кунне пĕтĕмлетрĕç. Информаци ушкăнĕн ертÿçи – Чăваш Республикин Промышленность тата энергетика министрĕ Ю.Волошин çак пысăк пĕлтерĕшлĕ, илемлĕ уява çапла хак пачĕ:

– Ку вăл республика халăхĕн уявĕ, пĕрлехи савăнăçĕ çеç те мар, чăн малтанах çакă вышкайсăр пысăк ĕç! 36 патшалăх хăни, тĕрлĕ наци çынни савăнчĕ чăвашăн çĕрĕ çинче. Кунтах тĕрлĕрен проектсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе те питĕ пысăк ĕç тунă, – терĕ вăл хăйĕн калаçăвне пĕтĕмлетсе.

Çавăн пекех информаци кунĕнче Чăваш Енри муниципаллă тытăмлăхсен стратегилле аталану тĕллевĕсем, ял-хулана тирпей-илем кĕртсе симĕслетес, тавралăха упрас, халăх ыйтăвĕсене тулли те пахалăхлă тивĕçтерес пирки те калаçусем пулчĕç.

Район администрацийĕн залĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисемпе иртнĕ малтанхи тĕл пулура ЧР Промышленноçпа энергетика министрĕ Ю.Волошин уйрăмах муниципаллă пĕрлĕхсен стратегилле аталанăвĕн тĕллевĕсем пирки ытларах чарăнса тăчĕ. Пирĕн Патăрьел районĕ Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсемпе юнашар – кăнтăр-хĕвел тухăç зонинче. Çак районсен 2020 çулчченхи тĕп тĕллевĕ – халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтереси, ял хуçалăх производствин эффективлăхне ÿстересси, тивĕçтерÿ сферинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси.

Паянхи кун районта Патăрьел ялне шывпа тивĕçтерес ĕç малалла пырать. Хальхи вăхăтра шыв тытăмне кирлĕ шая çитерес тесе тимлеççĕ. Çак тĕллевпе проекта çĕнĕлĕхсем кĕртсе станци лартмаллине, тепĕр лини тумаллине, артскважина автоматизацилемеллине палăртнă. Çавăн пекех Патăрьелĕнче талăкра 600 кубла метр шыв тасатакан сооружени тăвасси те малалла пырать. Асăннă объекта кăçал ĕçе кĕртесшĕн. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, Чăваш Республикин Минпромэнерго пай пуçлăхĕ Р. Бухарин ертсе пыракан ушкăн таса шыв программипе районта мĕнле ĕçлени пирки интересленчĕ, районти тĕп больницăра хута кайнă хушма корпуспа, пулас стадионпа паллашрĕ, Шăнкăртамри шкул стройкине, районти культурăпа кану центрне çитсе курчĕ, хăш-пĕр ĕçсене васкатмалли пирки каларĕ.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов тата ЧР Промышленноçпа энергетика министрĕ Ю.Волошин Шăнкăртам, Кызыл Камыш, Сăкăт ялĕсенчи çĕнĕ урамсене электрификациленипе паллашрĕç, çак урамсенех газ кĕртес ыйтăва çивĕчлетрĕç.

2007 çулта Ишлĕ, Именкасси, Сăкăт, Хирти Пикшик, Патăрьел ялĕсенчи çĕнĕ урамсене электричествăпа çыхăнтарнă, ултă трансформатор подстанцине вырнаçтарнă. Çак ĕçе тата вун пилĕк ялта пурнăçламалла. 2008 çулта вара Татмăш, Кĕçĕн Арапуç, Анат Тăрмăш ялĕсенче çак ыйту татăлмалла.

Информаци ушкăнĕсем районти тепĕр пысăк строительство объекчĕпе – Шăнкăртамри индивидуаллă проектпа тăвакан шкулпа паллашрĕç. “Булат” тулли мар яваплă общество генподрядчик çуртăн виççĕмĕш хутне августра вĕçлесшĕн.

Информаци кунĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Кислов, ЧР Промышленноçпа энергетика министерствин мониторинг тата промышленность аталанăвĕн пай начальникĕ В.Аврелькин, райадминистрацин экономика пайĕн начальникĕ Г.Иванова Патăрьелĕнчи “Авангард” хаçат редакцийĕнче пулнă, кунти производство ĕçĕпе паллашнă, паянхи куна пысăк тупăшпа ĕçлекен полиграфистсене ăнăçу суннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 июля 2008
00:00
Поделиться