Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăшă хĕлхем сапакан çемье

“Пурнăç пурăнса ирттересси – уй урлă каçасси мар. Çемьере тирĕк-кашăк шакăртатни те пулнă, çапах та эпир “тутана тăсман” тепĕр самантрах йăл кулса илнĕ те, каллех пирĕн хушăмăрта килĕшÿ хуçаланнă. Пĕр-пĕрне хисеплени, юратни, сума суни пире шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма вăй-хăват парать”, – теççĕ Еншикри Алексей Илларионовичпа Александра Федоровна Фуражниковсем. Вĕсем хăйсен тивĕçне чăннипех те пурнăçланă: çурт-йĕрне те çĕкленĕ, йывăç-чечек те сахал мар çитĕнтернĕ, ачисене те тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратнă. Çемье çавăрни Питрав кун 50 çул çитрĕ. Çак ятпа вĕсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ф.Майорова, ЗАГС пайĕн ертÿçи О.Гусарова, «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ З. Александрова саламларĕç, çирĕп çывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Хăйсен сăмахĕнче çакăн пек ăш пиллĕ çемье районшăн çеç мар, республикăшăн та тĕслĕх тесе палăртрĕç

“Пурнăç пурăнса ирттересси – уй урлă каçасси мар. Çемьере тирĕк-кашăк шакăртатни те пулнă, çапах та эпир “тутана тăсман” тепĕр самантрах йăл кулса илнĕ те, каллех пирĕн хушăмăрта килĕшÿ хуçаланнă. Пĕр-пĕрне хисеплени, юратни, сума суни пире шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма вăй-хăват парать”, – теççĕ Еншикри Алексей Илларионовичпа Александра Федоровна Фуражниковсем. Вĕсем хăйсен тивĕçне чăннипех те пурнăçланă: çурт-йĕрне те çĕкленĕ, йывăç-чечек те сахал мар çитĕнтернĕ, ачисене те тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратнă. Çемье çавăрни Питрав кун 50 çул çитрĕ. Çак ятпа вĕсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ф.Майорова, ЗАГС пайĕн ертÿçи О.Гусарова, «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ З. Александрова саламларĕç, çирĕп çывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Хăйсен сăмахĕнче çакăн пек ăш пиллĕ çемье районшăн çеç мар, республикăшăн та тĕслĕх тесе палăртрĕç

Алексей Илларионович Еншикре 1932 çулта, Александра Федоровна кÿршĕ ялта–Тикешре тепĕр икĕ çултан кун çути курнă. Мĕнпур вăрçă ачисенни пекех ачалăхĕ вăйă выляса мар, колхоз уй-хирĕнчех иртнĕ: ака-суха тăвасси, çурлапа тырă вырасси, кĕлте турттарса капана хывасси вĕсемшĕн ют пулман. Тата хальхи пек “кăвак çулăм” ырлăхĕ пирки те тĕлленмен.

“Вутă-шанкă питĕ хĕсĕкчĕ. Шартлама сивĕсем те вăрăма тăсăлатчĕç. Нăрваш Шăхаль çывăхĕнчи вăрмантан çунашкапа вутă туртса ăшăнса пурăннă. Çавна пулах ĕнтĕ 6-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах шкулпа сыв пуллаш-рăм, ”–тет Алюш тете ачалăхĕпе паллаштарнă май. Чăнах та каярах хăй çине тăнипе вăтам пĕлÿ илнĕ-ха.

13 çулхи ача хăй пек тантăшĕсемпе Йĕпреçе тырă леçме çÿренĕ. Лашапа пулсан юрĕччĕ–ха, çук çав куллен сĕт паракан ĕнене кÿлме тивнĕ. Виçĕ кунтан Еншике çаврăнса çитнĕ. Çакăншăн çемье 10 кĕрепенкке тырăллă пулнă. Хĕллехи вăхăтра вăрман каснă çĕрте вăй хунă. Пĕр сăмахпа каласан вырма хыççăн мĕн çуркуннеччен вăрмантан тухайман. Улатăр районĕнчи Орлик, Эйпеç ялĕсем, “Светлый” картун паянхи кун та ветеран асĕнчех. Çимелли те хырăма улталамалăх кăна, тăхăнмалли те питех пулмасан та малаллах ăнтăлнă. Çара кайма ят тухсан салтакра пулнă: 4 çул та 8 уйăх хушши Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăнă.

Çĕнĕ пÿрт тума шутлать, анчах кĕсье шăтăкрах. Укçа-тенкине тупма питĕ кансĕр пулнă. Шăпах вĕсен тăванĕ шахтăра ĕçлекенскер яла килнĕ, шăллĕне хăй патне чĕнет. Çапла вара салтак гимнастеркине хывнă çамрăк мĕн пурĕ 6 çул хушши Кемерово облаçĕнчи Киселевск хули çывăхĕнче çĕр кăмрăкĕ кăларнă. Укçине кунта та тар тăкмасăрах паман ĕнтĕ, авари вăхăтĕнчи сурансем халĕ те канăç памаççĕ. Паллах, тăван ял хăй çинчен аса илтерсех тăнă тата чун савнирен килекен саламлă çырусем хăй патнех туртнă.

Яла таврăнсан Тикеш хĕрĕпе, Александра Федоровнăпа Питрав уявĕнче пĕр çемье тĕвĕленĕ.

– Чун шурă халатлисем патне туртăнатчĕ. Канашри медицина училищине те вĕренме кĕтĕм, анне чирленипе ферма ĕçлеме кайма тиврĕ. Çемьере улттăн ÿсрĕмĕр те, кĕçĕннисене ура çине тăратмалла пулнă, – тет Шура аппа. Çамрăк çемье Еншикрех тĕпленет. Кил хуçи хастарлăхне, çынпа пĕр чĕлхе тупма пултарнине шута илсе уй-хир бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Мăшăрĕ пăрусем патĕнче, кайран сысна ферминче ĕçлет. Еншикре сухалакан çĕр 1012 гектар, пĕр хăлаç та акăнмасăр юлман.

– Юпа таврашсене кĕреçепе чавса акнă. Чăнах та, çум курăк ашкăрман вăл вăхăтра, уй-хирте тыр-пул кашланă. Э.Сармаев председатель чухне “Герой” хуçалăх районта çеç мар, республикăра та малтисен шутĕнчеччĕ, – аса илет Алюш тете.

25 çул хушши тăван уй-хиршĕн яваплă пулнă. Шуçăмпа тăрса каçчен ура çинче, миçе çухрăм утман-ши; Шура аппа та ферма сукмакне çерем шăттарман. Выльăх-чĕрлĕхшĕн çил -тăман та, шалкăм çумăр та çук. Канмалли кун та хырăмĕ выçать. Çĕрле те дежурство йĕркеленĕ, ачисем те пулăшма çÿренĕ.

Ĕçне кура хисепĕ. “Хисеп палли” орден, медальсем, “Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи” паллăсем илем кÿреççĕ Алексей Илларионович кăкăрне. Александра Федоровна та “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçнĕ, унăн сăнĕ яланах Хисеп хăми çинче вырăн тупнă.

Çирĕп кăмăллă çемье 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Вунă мăнук, мăнуксен икĕ ачи ватăсемшĕн яланах кĕтнĕ хăна.

Аслă хĕрĕ– Людмила Алексеевна–Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, пĕрремĕш категориллĕ учитель.

Иккĕмĕш ачин– Юрий Алексеевичăн– вăрçă вутне те курма тивнĕ. Çамрăклах ĕçпе пиçĕхнĕскер Афган çĕр-шывĕнче те пуçне усман. Халĕ вăл район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Тепĕр хĕрĕ– Галина Алексеевна–медицина ĕçченĕ, Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлет.

Тăваттăмĕш ачи– Зинаида Алексеевна–кооператор, Мускавра пурăнать.

Кĕçĕн ывăлĕ– Владимир Алексеевич–Хирти Пикшик вăтам шкулне ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Вăл Шупашкарта пурăнать, сертификаци центрĕн директорĕ.

– Ырă кăмăллă та сăпайлă, çынсене яланах пулăшма хатĕр ачасем–пирĕншĕн чăн-чăн пуянлăх. Вĕсем çине пăхсан чун савăнать, – теççĕ ватăсем.

Килĕнче яланах тирпейлĕх хуçаланать. Хĕлĕн-çăвĕн чĕрĕ чечексем илем кÿреççĕ. Сад пахчи те пуянлăхпа илĕртет. Килĕнче иккĕн çеç кунлаççĕ пулсан та Алексей Илларионовичпа Александра Федоровна Фуражниковсем сухан-севокне те, кишĕрне те, улми-çырлине те çитĕнтереççĕ. Ĕне, пăру, сыснасем, хур-кăвакал тытаççĕ.

Уявсемпе канмалли кунсенче ачисем çемйисемпе килсен кил-çурт татах та илемленсе каять. Чăнах та, ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн, ачисен вара çакăн пек атте-аннешĕн мухтанмалăх та, савăнмалăх та пурах.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 июля 2008
00:00
Поделиться