Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕр-шыв сыхлавçисен ячĕпе

Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче çĕр-шыва сыхлакансен ячĕпе тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Малтанах интернационалла тивĕçе пурнăçласа тĕрлĕ вырăнта тата Афганистанри çапăçусене хутшăннă воинсене халалласа тĕл пулу йĕркелерĕç, ун хыççăн футбол вăййине юратакансем мини-футболла вылярĕç, тĕл пеме юратакансем пневматикăллă винтовкăран пилĕк хутчен мишень çине персе тупăшрĕç. Çак ăмăртура аллă ытла çын ăмăртрĕç. Вĕсенчен чи çивĕч куçли те çирĕп алăлли вара В.Лаврентьев пулчĕ. Вăл аллă очко илме май пур çĕртен 46 очко пуçтарса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 44 очкопа П.Чебуковпа Вл.Бородкин пайларĕç.

Шкулти спортплощадкăра вара футбол вăййине юратакансем тупăшрĕç. Вĕсем пурĕ пилĕк команда пуçтарăннă. Площадкăна чи малтан учительсен-студентсен командисем тухрĕç. Çивĕч кĕрешÿре учительсем 3:2 шутпа çĕнтерчĕç. Тепĕр тĕл пулура шкулта вĕренекенсемпе “Пулевей” команда тĕл пулчĕç. Вăйă 0:0 шутпа вĕçленчĕ, вара вĕсене черетпе хапхасене пенальти таптарчĕç. Кунта шкул ачисем ăнăçлăрах тапрĕç, 2:1 шутпа вĕçлерĕç. “Пулевей” команда тепĕр тĕл пулура Молодцыгин урамĕнчи çамрăксен командинчен 3:0 шутпа выляса илчĕ, студентсене те 1:0 шутпа парăнтарчĕç. Шкул ачисен команди хăйсене вĕрентекенсенчен те пенальти тапса 1:0 шутпа выляса илсе ытти командăсене те парăнтарчĕ. Çапла вара çак уяв ăмăртăвĕнче çĕнтерÿçĕ ятне шкул ачисен команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта “Пулевей” команда, виççĕмĕшĕнче – учительсен команди. Турнирта “Чи лайăх вылякан” ята “Пулевей” командăри А.Григорьев çĕнсе илчĕ. Вăл 5 мечĕк тапса кĕртме пултарчĕ. “Чи ла-йăх сыхлавçă” ята та “Пулевей” командăри С.Юрмин тивĕçрĕ. “Чи лайăх вратарь” ята шкул ачисен командинчи А.Крылова пачĕç. Юлашкинчен мала тухнă командăна тата номинацисемпе палăрнисене грамотăсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 июля 2008
00:00
Поделиться