Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вутăн алли вăрăм, вĕçерĕнсен ярса тытаймăн!

 Пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи çур çулта районта 21 хутчен вут-кăвар алхаснă , вĕсенче 2 миллионлăх ытла пурлăх юрăхсăра тухнă, пилĕк çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Ытларах электрооборудованисемпе усă курнă чухне тимсĕрлĕхе çухатнăран çынсем инкек тỹснĕ . Патăрьел, Сăкăт, Турхан ял тăрăхĕсенче пушар нумайрах тухнă.

Иккĕмĕш çур çулта вара вутăн алли Нăрваш Шăхалĕнчи В.Волковсен хуçалăхне хăй серепине çаклатнă. Инкекре çак килĕн хуралтисем юрăхсăра тухнă. Хуçасем кил-çуртне страхламан пирки тăкакĕсене кăшт та пулин саплаштарма та çук.

Вутăн алли çулталăкăн хăш тапхăрĕнче те вăрăм. Çавăнпа та чăн малтанах çак усалтан хамăрăн сыхă пулмалла.

Пушара хирĕç кĕрешсе ял тăрăхĕсенче тĕрлĕрен йышăнусем тумалла. Çак тĕллевпе июль пуçламăшĕнче район пуçлăхĕ ятарлă хушу та кăларнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 июля 2008
00:00
Поделиться