Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика чиновник.сем _Аслё Чементе

 Иртнĕ шăматкун Аслă Чементи ял тăрăх çыннисемшĕн хăйне евĕр пысăк уяв, культурăллă кану пулнă. Кунта Чăваш Республикинчи ял тăрăх пуçлăхĕсемпе миниципаллă служащисен кунне йĕркеленĕ. Республика шайĕнче иртнĕ культурăпа спорт, кану уявне яланхиллех Аслă Чеменсем хапăлах тунă.

Уява килнĕ хăнасене, курма пынисене ра-йон пуçлăхĕ Н.Глухов, Чăваш Республикинчи муниципиаллă пĕрлĕхсен Канашĕн директорĕ В.Максимов ырă кăмăл, пысăк хавхалану, ăмăртусенче çивĕч кĕрешỹ суннă.

Республикăри вырăнти влаçра ĕçлекенсен уяв кунĕн программи пуян, тулли, интереслĕ пулнă. Командăсем "Тăван ялăм" наципе эпизодлă конкурсĕнче, спорт эстафетинче, мини-триатлонта, мини-футболла, шыв çинче, волейболла выляссипе кашнийĕшĕ хăйĕн чысне хỹтĕлессишĕн кĕрешнĕ.

Уяв лапамĕн пĕр вырăнĕнче Аслă Чеменсем хăйсен пултарулăхĕпе тĕ-лĕнтернĕ. Вĕсем пирĕн çунатлă туссем_вĕçен кайăксем, шăнкăрчсем валли йăва_ "пỹрт" хатĕрленĕ. Юнашарах урхамах хатĕрĕсене ятран вăйлă пĕлекенсем, чĕлхесĕр янаварсене пысăк хăвăртăхпа кỹлекенсем, вăр-вар та васкавлă вутă касса çурма пултаракансем тата ыттисем те хăйсен чысĕшĕн, ял тăрăхĕшĕн тупăшнă.

Хăнасем умĕнче юлашкинчен Аслă Чемен ял тăрăх ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе çывхарса килекен Питрав кунне мĕнле ирттернине кăтартса панă. Патăрьелсен православи тĕнĕпе пыракан йăли_мешеххи пурин кăмăлне те кайнă.

_ Паянхи уяв пире хамăрăн çамрăклăха аса илтерчĕ, унчченхи пурнăçа куç умне кăларса тăратрĕ. Çакă вара çитĕнекен ăрушăн, пирĕн мăнуксемшĕн питĕ кирлĕ. Ырă та сывă пурнăç йĕрки, спорта явăçни _ çирĕп сывлăх, _ хак панă асăннă мероприятине аслăрах çулхисем. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 июля 2008
00:00
Поделиться