Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район пуçлăхне_Александр Невский ячĕллĕ орден

 Вырсарникун Шупашкарта Елчĕк тата Патăрьел районĕсен ентешлĕх кунĕ иртнĕ. Чыслав пайĕнче район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов Патăрьелсен ĕçĕ-хĕлĕпе , çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Юхма тăрăхĕн ку тĕлĕшпе аякри ентешсен умĕнче пите хĕретмелле мар. 2001 çулта мĕн пур кăтартупа республикăра 19-мĕш вырăнта çеç пулнă, 2007 çул итогĕпе вара тăваттăмĕш вырăнта! Кунтах ентешсем пысăк савăнăçа пĕрле пайланă. РФ Патшалăх Думин детутачĕн П.В.Семеновăн пулăшуçи А.Чернов "халăх тарçин" пуçарулăхĕпе район пуçлăхне Николай Иванович Глухова патшалăх ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн, пысăк профессилле ăслăлăхшăн, нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ обществăлла наградăсен наци комитечĕн Александр Невский ІІ çветтуй княç орденне парса чыс тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 июля 2008
00:00
Поделиться