Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пилĕк пинлĕххисен слечĕ иртнĕ

 

Районта вуннăмĕш çул дояркăсен "Пилĕк пинлĕххисен клубĕ" ĕçлет. Хальхи вăхăтра клуба "Звезда" хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ В.Щукина ертсе пырать. Клуб членĕсем çулленех пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, иртнĕ эрнере те вĕсем курнăçма, пĕрле пухăнма май тупнă. Унта 7 хуçалăхри 23 доярка, ĕне фермин заведущийĕсем, тĕп зоотехниксем, ветспециалистсем хутшăннă.

Ленин ячĕллĕ агрофирмăра тăрăшакан Т.Петрова, Г.Французова, "Батыревский" пĕрлешỹре вăй хуракан Р.Бородкина дояркăсен стажĕ кăна мар, кăтартăвĕсем те пысăк. Вĕсем хăйсене çитĕнỹ тума пулăшакан вăрттăнлăхсене уçса панă.

 Слет ĕçне район пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсем хушшинче çыхăну йĕркелекен пай начальникĕ М. Калмыков, АПК работникĕсен районти профсоюз председателĕ И.Васильев хутшăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 июля 2008
00:00
Поделиться