Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Общество. Образование. Культура.

 

 Ачасем_пирĕн пуласлăх тетпĕр. Вĕсем ỹссе çитĕнсен хамăрăн малашлăх мĕнле пулĕ-ши? Çак ыйту кашнинчех чуна ыраттарать. Никам та хăйĕн пепкине хыт чĕреллĕ, усал ỹстересшĕн мар, анчах телевизорпа кăтартакан мултьфильмсене, компьютерпа вылямалли вăйăсене курсан хăрушă пулса каять. Ачасем вара вĕсене кăсăкланса пăхаççĕ, пуçтарăнса сỹтсе яваççĕ. Нумай пулмасть çеç икĕ арçын ача калаçăвне илтме тỹр килчĕ: "Эсĕ ăна хĕнесе вĕлеретĕн те, сана уншăн укçа параççĕ. Полицейскисенчен те тарса ĕлкĕрмелле..." Компьютерпа вылямалли вăйă пирки сăмах пырать иккен. Хальлĕхе ăслă техникăпа усал ĕç тăваççĕ, ỹсерехпе мĕн пулĕ-ши? Ачасен çирĕпленсе çитмен психологийĕ аманасси, пăсăласси куçкĕрет. Кайран вара чунсăр çынсем ăçтан тупăннинчен тĕлĕнетпĕр . Мĕнле мультфильм, кино пăхса çитĕнет-ха хальхи ăру? Телевизорпа ытларах чухне ют çĕр-шывра кăларнисене кăтартаççĕ. Хăшĕ_пĕринче пĕр шухăш, илем çук. Çыннисен сăн_питне каçпа вăратса кăтартсан хăранипе чĕлхесĕр те пулатăн. Пĕр телепередачăра вырăссен писателĕ Э.Успенский çапла каланăччĕ.: " Римский Папа пĕр вăтăр çул каяллах : "Ачăрсенчен ырă çынсем тăвас тесен Раççейре ỹкернĕ мультфильмсенех кăтартăр",тенĕ. Эпир вара халь хамăрăннисем çинчен мансах кайрăмăр". Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен вĕçĕнче, 70, 80-мĕшĕсенче çуралнисем шăпах хамăр çĕр-шывра кăларнă юмахсене курса ỹснĕ. Унти ырă сăнарсене пăхса çавсем пек пулма тăрăшнă, ырă яланах усала çĕнтерессе шаннă. "Ну, погоди!" , "Простоквашино" пек мультфильмсене, "Морозко", "Аленький цветочек" юмахсене, "Приключения Электроника" йышши киносене халĕ те курма хирĕç мар. Миçе хут пăхсан та йăлăхтармаççĕ вĕсем. Ют çĕр-шывра ỹкернĕ фильмсене пурне те начар тесе калас килмест: питĕ интереслисем, чуна çывăххисем пур. Тĕрĕс суйласа илме çеç пĕлмелле тата хамăрăн ачасене кам пек пултарас килнине шута илмелле. Çын вĕлерекен вăйă хыççăн çамрăк ăрăвăн хăйĕн те çав усал ĕçсене туса пăхас, ют çын япалине хапсăнас шухăш çураласси те пулма пултарать. Ăнланмалла мар мультфильмсемпе киносем хыççăн пушă чунлă çын ỹсесси те хăратать. Ашшĕ-амăшне хисеплеменнисем халĕ те нумай, тепĕр 20-30 çултан тата та нумайланмĕç-ши? Пирĕн ачасем пире ватлăхра пăхĕç-ши? Анăçри пек, ытлашши çын пулса ваттисен çуртĕнче юлашки кунсене вĕçлемĕпĕр-ши?



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 июля 2008
00:00
Поделиться