Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пуянланнă

 Районта приоритетлă наци проекчĕсемпе килĕшỹллĕн кашни сферăрах халăхшăн курăмлă ырă улшăнусем пулса пыраççĕ. Иртнĕ эрнере, акă, Шăнкăртамри вăтам шкул "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе 384545 тенкĕлĕх физика кабинетне оборудованисемпе пуянлатнă. Вĕрентỹ методикине пуянлатмалли хатĕрсем шутне компьютер, мультимедиапроектор, уроксем валли кăтарту хатĕрĕсем, тĕрлĕрен таблицăсем, электронлă вĕрентỹ кĕнекисем тата ыттисем те кĕреççĕ. Çакă, паллах, ачасене физика предмечĕн вăрттăнлăхне тĕплĕнрех алла илме, вĕрентекенĕн професси ăсталăхне, пахалăхне тата ытларах ỹстерме пулăшĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 июля 2008
00:00
Поделиться