Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта _ республика ăмăртăвĕ

 

Вăрманхĕрри Шăхаль _ Ясная Поляна шоссе çинче республикăри велосипедистсем ăмăртрĕç. Кăтартнă вăхăта Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Вăрмар районĕнчен тата хамăр районти командăсем килсе çитрĕç. Чи малтанах старта чи çамрăк хĕр ачасем тăчĕç. Эпир, Шăхальсем, А.Мулендеева çĕнтерессе шанса тăтăмăр, чăнах та пирĕн шанăç пурнăçланчĕ. Иккĕмĕш вырăнта М.Егорова (Турхан), виççĕмĕшĕнче _ А.Сидорова (Вăрмар).

Çак сакăр çухрăмлă хушăра кĕçĕн çулхи арçын ачасем те тупăшрĕç. Чи пултаруллисем вара кунта Турханти шкул ачисем _ Лябуков тата пĕр тăван Дмитрийпе Станислав Осиповсем.

Малалла старта 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем тăчĕç. Вĕсем те сакăр çухрăмлă дистанцирех тупăшрĕç. Кунта пирĕн район хĕрĕсене çитекенни пулмарĕ. Пĕрремĕш вырăнта А.Данилова (Турхан). Иккĕмĕш вырăна С.Михайлова (Нăрваш Шăхаль), виççĕмĕшне Е.Елимова (Çĕньял) йышăнчĕç. Арçын ачасенчен чи пултарулли _ А.Тарантин (Вăрмар). Ун хыççăн финиш йĕрне В. Афанасьев (Н.Шăхаль) касрĕ, виççĕмĕшĕнче те Шăхальсемех _ А.Раськин.

1994-1995 çулсенче çуралнă спортсменсенчен нумаях пулмасть Раççейре мала тухмалли ăмăртусенче те малти вырăнсене йышăннă О.Терентьевăпа А.Михайлова чи пултаруллисем пулчĕç. Виççĕмĕш вырăнта вĕсен юлташĕ М.Филиппова (пурте _ Н.Шăхальсем).

Арçын ачасенчен чемпион ятне А.Архипов (Вăрмар) çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна А.Иванов (Шупашкарти 45-мĕш шкул), виççĕмĕшне Д.Маляров (Шупашкарти 1-мĕш спортшкул) йышăнчĕç.

Аслă çулхи хĕр ачасенчен чи маттуррисем Шупашкарсем: Е.Данилова (В.Ярды ячĕллĕ спортшкул), О.Трофимова (1-мĕш спортшкул). Арçын ачасенчен вара А.Александров (1-мĕш спортшкул) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта çак командăри Н.Антонов, виççĕмĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Н.Чубуков. Юниоркăсенчен вăйлисем хăнасем: Н.Орлова _ (1-мĕш спортшкул), Н.Гришина (В.Ярды ячĕллĕ спортшкул), А.Леонтьева (В.Ярды ячĕллĕ спортшкул).

Юниорсенчен те çак шкулти велосипедистсемех мала тухрĕç.

60 çухрăмлă хушăра чемпион ятне М.Огурцов çĕнсе илчĕ. Унăн юлташĕ В.Унегеров иккĕмĕш вырăна йышăнчĕ. Виççĕмĕш призлă вырăнта Вăрмар спортсменĕ И.Тимофеев.

1979 çулта çуралнисенчен те аслăраххисенчен чемпионка ятне Э.Петрова (В.Ярды ячĕллĕ спортшкул) тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Е. Смолинăпа Е. Данилова йышăнчĕç (1-мĕш спортшкул). Çак çулхи арçын ачасенчен 60 çухрăмлă дистанцие чи хăвăрт А.Тимофеев (1-мĕш спортшкул) вĕçлерĕ, чемпион пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Е.Крыловпа В.Романов (В.Ярды ячĕллĕ спортшкул).



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июля 2008
00:00
Поделиться