Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Православи календарĕн июль уйăхĕнчи паллă кунĕсем (2008 ç.)

 1 _ Турă Амăшĕн "Боголюбская" ятлă сăнне кĕлтумалли кун.

2 _ Мускавпа пĕтĕм Русь патриархĕ Иов святитель.

6 _ Турă Амăшĕн "Владимирская" ятлă сăнне кĕлтумалли кун. Владимир, Вологда, Новгород, Белорусси, Псков, Санкт-Петербург çĕрĕсенчи святойсене асăнса кĕлтумалли кун.

7 _ Христос умĕн килсе Ăна шыва кĕртнĕ Иоанн пророк çурални.

8 _ Муром çĕрĕнче хăватсем тунă, çемьене хỹтĕлекен таса пурăнăçлă Петрпа Феврония.

9 _ Турă Амăшĕн "Тихвинская" ятлă сăнне кĕлтумалли кун.

10 _ Таса пурăнăçлă Амвросий Оптинский.

11 _ Валаамри хăватсем тăвакан таса пурăнăçлă Сергийпе Герман.

12 _ Христосăн мухтавлă апостолĕсем Петрпа Павел. Питрав типпи вĕçленет.

13 _ Христосăн 12 апостолне кĕлтумалли кун. Псково-Печерски мăнастирĕнчи святойсене асăнмалли кун.

15 _ Турă Амăшĕн таса тумне чиркĕве хуни.

16 _ Мускавпа пĕтĕм Раççей митрополичĕ пулнă Филипп святителĕн таса ỹтне куçарни.

17 _ Таса пурăнăçлă Андрей Рублев иконописец. Иккĕмĕш Николай патшапа унăн çемйине большевиксемпе масонсем тискеррĕн вĕлернĕренпе 90 çул.

18 _ Афонри таса пурăнăçлă Афанасий. Радонежри Сергий аттен таса ỹтне чиркĕве хуни. 90 çул каялла асап тỹссе вилнĕ аслă княгиня Елизавета монахиньăпа Варвара инокиня.

21 _ Турă Амăшĕн Хусанти турăшне тупса чиркĕве хуни.

23 _ Христосăн таса тумне Мускава илсе килни. Киеври таса пурăнăçлă Антоний.

24 _ Апостолсемпе пĕр тан аслă княгиня Ольга.

 28 _ Апостолсемпе пĕр тан аслă князь Владимир



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июля 2008
00:00
Поделиться