Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Конкурс_фестивальте савăнтарнă

 Патăрьел паттăрĕсем юрра-ташша та ухата, ĕçре те маттур. Çак кунсенче çеç, акă, районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ Раççей тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин ертсе пынипе "Юрла, салтак, юрла!" конкурс_ фестивале хутшăнса лауреат ятне çĕнсе илнĕ. "Единая Россия" партипе вăрçă ветеранĕсен комитечĕ йĕркеленĕ мероприятине ытларах вăрçă синкерлĕхне чăтса ирттернĕ ваттисене явăçтарнă. Гала_концертра пирĕн хор коллективĕн пултарулăхне пысăка хурса хакланă.  



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июля 2008
00:00
Поделиться