Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Карма çăварсене шăплантараймăн

 Пустуй сỹпĕлтетесси ялти карма çăварсен тĕп ĕçĕ тейĕн. Çынна шĕкĕлчемесĕр вĕсем пурăнаймаççĕ те пулĕ. Кун пеккисем кашни ялтах пур. Вĕсене шутласа тухма алă çинчи пỹрнесем те çитмеççĕ. Карма çăварсен шучĕ мĕншĕн пысăк хăвăртлăхпа ỹссе пырать-ши? Тем сỹтеççĕ, тем яваççĕ, шăнаран слон тăваççĕ. Иртсе пыракана шăтарасла пăхса, пăшăл-пăшăл калаçса курайманннипе чĕрĕллех "çиме" пуçлаççĕ.

Суя сăмахпа темĕнле çирĕп çынна та хуçса ỹкерме пулать. Çак сăлтава пула чылай çемье арканать, кашни вак-тĕвеке чĕрене илекенсем кулянса хăй çине алă хунă тĕслĕх те сахал мар. Çавăнпа та пĕр-пĕрин пирки сăмах ваклама васкас марччĕ. Çын ятне варалама никамăн та ирĕк çук. Куçпа çынна çиме, кĕвĕçсе унăн таса ятне варалама, чăн та, юрататпăр, "çын валли чавнă шăтăка хăвах кĕрсе ỹкĕн" текен каларăша асра тытмастпăр.

Кỹршĕ çинчен пĕр кунрах усал хыпар шутласа тупса ятне яма пулать. Ун пеккисемшĕн çын ачи çеç начар: ĕçсе çапкаланса, намăс сăмахсемпе перкелешсе, клуб картисене хуçса, çапăçса çỹрет. Е кỹршĕ хĕрĕ пĕр каçрах темиçе каччă улăштарать, клуб алăкĕ умĕнченех машинăпа ларса кайса ашкăнса çỹрет. Çапах та çав хушăра хăйсен тĕпренчĕкĕсем ăçта, кампа, мĕн туса çỹрени асра та çук.

Йĕркеллĕ, ятлă-сумлă, çынна ăнланма пĕлекен нихăçан та теприн çинчен начар сăмах каламĕ. Пурнăçра темĕн тĕрлĕ тумхах та пулать. Çавăнпа та кашни утăма лайăх шутланă хыççăн çеç ярса пусасчĕ. Кун-çул телейĕ хамăртан килет. Вăрăм чĕлхеллĕ карма çăварсене шăплантараймăн.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июля 2008
00:00
Поделиться