Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фельдшерсен кунĕ ăнăçлă иртнĕ

 Медицина ĕçченĕсен профессилле ăсталăхне ỹстерес, тĕрлĕрен чир-чĕртен профилактика тăвас тĕллевпе районти тĕп больницăра тăтăшах тĕрлерен ятарлă кунсем йĕркелеççĕ. Хальхинче, акă, фельдшерсен кунне ирттернĕ. Пухăннисем умĕнче А. Чернова врач_инфекционист вунă çулчченхи ачасене ерекен хăрушă инфекци чирĕ, васкавлă пулăшу уйрăмĕн заведущийĕ Е. Тукмакова шыва кĕнĕ чухне çынсен хăйсене мĕнле тытмалли, А.Сандыркина врач-стоматолог шăл-çăвар чирĕ çинчен кирлĕ сĕнỹсемпе тухса калаçнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июля 2008
00:00
Поделиться