Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕрмĕш çамрăк мăшăра çырăнтарнă

Иртнĕ эрнере районти Çырăнтару керменĕнче çĕрмĕш çамрăк мăшăра регистрациленĕ. Тутар Тимешĕнчи Динар Рахматуллинпа Динара Гусынкинана çĕнĕ çемье чăмăртанă ятпа хăйсен ялĕнчи Марзиян Хайратдиновичпа Слузиян Шайдулловна Маковсем саламланă, хăйсем пек çур ĕмĕр ытла пĕрле килĕштерсе пурăнма ырă суннă. Кăçалхи çĕрмĕш мăшăра ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ О.Гусарова, районти хĕр арăмсен канашĕн членĕ Д. Гайнуллина, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Перепелкин ĕмĕр тăршшĕпе пĕр-пĕриншĕн пурăнма, йышлă ача-пăчаллă пулма пехиллесе каланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 июля 2008
00:00
Поделиться