Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çирĕплетĕр сывлăха малашне СТАДИОНТА

 Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче халăх сывлăхне сыхлас ĕçре хальхи вăхăтри сиплев учрежденийĕсене аталантарса тата эмелсен шучĕпе кăна витĕмлĕ кăтарту тума май çуккине палăртнăччĕ. Çавăнпа пĕрлех сывă пурнăç йĕркипе, спортпа туслă пулмаллине çирĕплетнĕччĕ. Район çыннисем çакна тĕпе хума тăрăшаççĕ те ĕнтĕ. Акă, пĕлтĕр Патăрьелĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хальхи вăхăт таппине тивĕçтерекен стадион хута кайĕ. Хоккейла, футболла выляма юратакансем, çăмăл атлетикăна, спортăн тата ытти тĕсĕсене кăмăллакансем çакăнта килме пултарĕç. Хальлĕхе вара хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать. Тулли мар яваплă "Шыгырданы" пĕрлешỹре тăрăшакансем кунта вăй хураççĕ. Лаптăка тỹрлетме тăм, тăпра турттарса килнĕ, Т. Гимранов бульдозерист хăйне шанса панă техникăпа тикĕслет. Салтăнса тăхăнмалли пỹлĕмсене хута ярассипе те пикенсех ĕçлеççĕ: урайне раствор сараççĕ. 

-Стадион лаптăкне тикĕслесе пĕтернĕ хыççăн чупмалли çула тирпейлеме пуçăнатпăр. Çакăнтах икĕ автостоянка тума палăртнă. Икĕ команда валли ятарлă пỹлĕмсем, душ кĕмелли вырăнсем, урăхла каласан, пур услови те пулĕ.

Палăртнă вăхăт тĕлне стадиона хута ярас тесе пурте çине тăрса тăрăшаççĕ. В.Кошкин, Н.Марков, Э.Хафизов, КамАЗ водителĕсене, В.Артемьев экскаватор машинистне ырăпа асăнса хăварас килет, _ тет И.Павлов мастер.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июля 2008
00:00
Поделиться