Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юбилей – ĕмĕр асăнмалăх

Аслă Чементи Айтуш уçланкине çак кун Зинаида Федоровна Матросовăна саламлама мĕн пур тăван-пĕтенĕ пуçтарăннă. Юратнă амăшне хисеп тума ачисем саккăрăн сакăр çĕртен хапăл тунă. Хисеплĕ юбилейçăна, нумай ачаллă кăтартуллă, ырă тĕслĕхлĕ хĕрарăма чăн малтанах ял тăрăх пуçлăхĕ Г.Медведев саламланă, унăн ĕçне хакласа Хисеп грамоти парса чыс тунă.

Юбилей каçĕ ял уявĕ пекех иртнĕ. Хăнасемпе курма килнисене Елена Иовлева, Алексей Мурзуков, Александр Ильин артистсем хăйсен юррисемпе савăк кăмăл парнеленĕ. Юбилей З.Матросовăпа тăванĕсемшĕн, ял халăхĕшĕн ĕмĕр асăнмалăх пулса юлнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2008
00:00
Поделиться