Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт – сывлăх

Çиччĕмĕш теçеткенелле утатăп, анчах вăл е ку ыратать тесе сывлăха сиплекен çуртсем еннелле утса курман-ха. Утмалла та ан пултăр. Тавах Турра – шăлсем те шăкăринех.

Спортра пысăк çитĕнÿсем çук манăн. Çапах культура çурчĕн тата пуçламăш комсомол организацийĕн ертÿçи пулса нумай çул ĕçленĕ май, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенчен айккинче тăрса юлма пултарайман.

1968 çулта районти культура ĕçче-нĕсен профсоюз райкомĕ ирттернĕ кĕрхи кросра пĕрремĕш вырăн, çав çулхинех республикăри культура профсоюзĕ йĕркеленĕ ăмăртура каллех мала тухрăм. Уншăн ятарлă диплом тата приз та панă. Ун çине çапла çырнă : “Победителю кросса обкома профсоюза работников культуры”. 1969 çулта районти çуркуннехи çăмăл атлетика кросĕнче хĕрсем хушшинче çĕнтерсе çав çулхи Акатуй-Сабантуй ялавне çĕкленĕ çĕре хутшăнма тивĕç пултăм. Çав çулах Шупашкарта профсоюзсен çуллахи спартакиадинче иккĕмĕш вырăна тухма пултартăм. 1977 çулта хĕллехи нумай енлĕ спорт ăмăртăвĕнче районта иккĕмĕш вырăнпа çырлахрăм.

Халĕ те ирсерен çăмăл хусканусем тăватăп. Кам спортпа туслă, çав сывлăхлă тесех калас килет манăн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2008
00:00
Поделиться