Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăрăх кунсем инкексĕр иртчĕр

Кам юратмасть-ши çуллахи шăрăх кунсенче çутă кÿлĕре шыва кĕме? Анчах шывра шăмпăлтатса чуна уçас, уçăлас тесен питĕ асăрханмалла, йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

Районта шыва кĕнĕ чухне инкек пулнă тĕслĕхсем те сахал мар. Çакăн пек синкерлĕх сиксе ан тухтăр, шыва кĕмелли тапхăр ăнăçлă иртсе кайтăр тесе район пуçлăхĕ Н.Глухов ятарласа хушу кăларнă. Çавăнпа та ял тăрăх пуçлăхĕсен халăх йышлă канакан шыв хĕрринче хăрушă е тарăн вырăнсене кăтартакан, инкеке асăрхаттаракан паллăсем лартмалла. Ачасемпе вара ку енĕпе уйрăм ăнлантару ĕçĕ ирттермелле, вĕрентекенсемпе воспитательсен шыв хĕрринче дежурство йĕркелемелле.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2008
00:00
Поделиться