Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика кунне халалланă уявсем ăнăçлă иртнĕ

Николай Федоров Президент Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттерчĕ. Малтанах вăл Республика кунне паллă тунă кунсенче ирттернĕ мероприятисенчен малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Çĕртмен 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Раççей Перекет банкĕпе килĕштерсе ĕçлесси çинчен Герман Оскарович Грефпа килĕшĕве алă пуснă. Раççей Перекет банкĕ 2008-2010 çулсенче Чăваш Ен экономика аталанăвне 175 миллиард тенкĕрен кая мар, çав шутра кăçал 55 миллиард тенкĕ, хывать.

Раççейĕн пĕрремĕш “Раççей инновацине – Раççей укçа-тенки” форумĕнче çĕртмен 19-20-мĕшĕсенче 700 çын, çав шутра 450-шĕ ытти регионсемпе ют çĕр-шывсенчен, 23 регионран, Чăваш Енпе пĕрле, 120 Раççей представителĕ хутшăннă. Пурĕ 70 миллиард тенкĕлĕхе яхăн 100 ытла инвестици килĕшĕвне тата протоколне алă пуснă. “Управлени. Экономика. Аталану” экономика форумне çĕртмен 20-21-мĕшĕсенче 1200 çын ытла хутшăннă, çав шутра:

36 ют çĕр-шыв дипломати корпусĕн элчисем, вĕсен канашçисем, суту-илÿ представителĕсем;

Патшалăх Думин 15 депутачĕ;

Федерацин ĕç тăвакан влаçĕн 20 представителĕ, çав шутра Регионсен аталанăвĕн, Ют çĕр-шыв ĕçĕсен, Экономика аталанăвĕн министерствисенчен, Раççей ФСФРĕнчен, коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондран, т.ыт. те.

Федерацин ĕç тăвакан влаçĕн ытти органĕнчен, Раççей Федерацийĕн 58 субъектĕнчен – Красноярск, Краснодар крайĕсенчен пуçласа Ленинград, Мускав, Саратов, Самар, Тюмень облаçĕсен, Тутарстан, Чечен республикисен, Мускав, Петербург, Калининград хулисен тата ыт. те представителĕсем;

24 çĕр-шывран 62 предприяти представителĕ – Австри, Итали, Япони, Польша, Хорвати, Кувейт Патшалăхĕ, Беларуç Республики, Германи т. ыт. те – пĕрремĕш ертÿçĕсен шайĕнче;

Раççей Федерацийĕн экономика секторĕн 394 организацийĕн представителĕ – ертÿçисем;

235 финанс тата инвестици организацийĕсен представителĕсем – ертÿçĕсемпе управляющийĕсем;

Чăваш Республикин 424 организацийĕн представите-лĕсем;

Форум шайĕнчи куравсенче (Экспо-Контур, MEGAGALAXY, Оперăпа балет театрĕ, “Мега-Молл” центр, Наци банкĕ – 354 организаци экспоначĕ), конгресси мероприятийĕсенче 200 килĕшĕве, инвестици килĕшĕвне, протоколсене 120 миллиард тенкĕлĕх ытла алă пуснă.

Унсăр пуçне Республика кунĕнче:

Пĕтĕм Раççей халăх пултарулăхĕн “Раççей çăл куçĕсем” XVI фестивальне Раççей Федерацийĕн 31 регионĕнчен, 3 ют çĕр-шывран (Беларуç Республики, Эрмен Республики, Бельги королевстви) 39 пултарулăх коллективĕ – пĕтĕмпе 600 çын ытла хутшăннă.

“Раççей ăстисем” декораци-прикладной искусство ăстисен Пĕтĕм Раççейри VI конкурсне Раççейĕн 18 регионĕнчен 64 ăста хутшăннă.

“Раççей юррисем” фестиваль-марафона Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе 11 пултарулăх коллективĕ хутшăннă.

Çичĕ кун хушшинче, çĕртмен 18-24-мĕшĕсенче, уяв мероприятийĕсенче Шупашкарта 264 пин çын пулнă, Муркаш, Йĕпреç районĕсенче – 50 пин çын ытла.

Президент Республика кунĕ ячĕпе ирттернĕ мероприятисене хутшăннисене – Чăваш Ене малалла аталанма пысăк вăй хунисене ăшшăн тав турĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2008
00:00
Поделиться