Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пирĕн тивĕç – халăха хÿтĕлесси

Социаллă хÿтлĕх пайĕ районти тĕрлĕ шайри сахал тупăшлă 20 пин ытла çынна, çав шутра 11 пин ытла пенсионера, инвалида, пĕччен пурăнакан ватăсене çăмăллăхпа, 4490 ачана пособипе тивĕçтерет. Кăçал ку енĕпе 16 миллион тенкĕ ытла укçа парăннă. Çакă пĕлтĕрхи пĕрремĕш çур çулхинчен икĕ хут пысăкрах. Коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тата пурăнмалли çуртсемшĕн тÿлевпе татăлас енĕпе граждансене субсиди парасси йĕркеллĕ пырать. Кăçал ăна 1292 çемье 2 миллион тенкĕ ытлалăх илнĕ.

Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсемпе ветерансем патне тимлĕхе çухатмастпăр. Саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене 11 миллион ытла тенкĕлĕх пулăшупа тивĕçтернĕ. Çав шута телефоншăн компенсаци, ĕç ветеранĕсене коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн çăмăллăхсем пани кĕрет. 14 çынна республикăри ветерансемпе инвалидсен реабилитаци центрне тÿлевсĕр путевкăпа янă.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшу парасси çулсерен лайăхланать. Социаллă центр структуринче – 9 уйрăм. Кзыл Чишмари, Хирти Пикшикри, Патăрьелĕнчи, Турханти вăхăтлăх пурăнмалли çуртсенче 39 ватăпа инвалид хÿтлĕх тупнă. Вĕсенче килти условисем пурах.

Социаллă ĕçченсен ĕçне лайăхлатас енĕпе семинар-канашлусем ирттерсех тăратпăр. Кăçал та ултă хутчен пулнă вăл, виççĕшне вырăна тухса ирттернĕ.

Килсенче социаллă пулăшу паракан пай заведующисем центр специалисчĕсемпе пĕрле графикпа килĕшÿллĕн вăрçă ветеранĕсемпе инваличĕсен, вăрçăра вилнĕ паттăрсен мăшăрĕсен, пĕччен пурăнакан ватăсен пурнăç условийĕсене сăнасах тăраççĕ.

Социаллă центрта çул çитмен, йывăр шăпаллă, сахал тупăшлă çемьери ачасен сывлăхне çирĕплетекен лагерьсем йĕркелеççĕ. Кашни сменăра 21-шер кун канаççĕ вĕсем. Лагерь программи анлă, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ ачасемпе. Районти предприятисемпе организацисене экскурсисене илсе çÿреççĕ. Апата “Юность” столовăя çÿреççĕ. Çитĕнекен ăрупа район больницин врач-наркологĕ Н.Надина алкоголизм, наркомани, токсикомани çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулни çинчен калаçу ирттерет. Ачасем реабилитаци центрĕнче сывлăхне çирĕплетеççĕ. Район тулашĕнчи лагерьсене канма ярас ĕç те ăнăçлă пырать.

Социаллă сферăра ĕçлекенсен професси ăсталăхне ÿстерес ĕçре конкурс ирттерни те вырăнлă. Кăçалхине Ырă ĕçсен çулталăкне халалланă. Вăл “Юратар, хаклар, упрар ветерансене” девизпа иртрĕ. Унта Кзыл Чишмари вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмри социаллă ĕçчен В.Тенюшова çĕнтерчĕ. Çавăн пекех районта, республикăра “Ветерансен чи лайăх çурчĕ”, “Чи лайăх социаллă центр”, ытти конкурссем те иртеççĕ. Вĕсене кашнинчех хутшăнатпăр.

Социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем чăн-чăнах та халăха тивĕçлĕ хÿтлĕх парассишĕн тăрăшаççĕ. Хăйсен ĕç ăсталăхне ыттисене параççĕ. Çынсен лайăххине вырăнта усă курса ĕçе кĕртеççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2008
00:00
Поделиться