Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кун пекки те пулать

Нумай пулмасть пирĕн следстви пайĕ Елчĕк районĕнче пулса иртнĕ пĕр криминаллă фактпа тĕрĕслев пуçарнă. Ĕçĕ вара акă мĕнле пулса иртнĕ. Пĕр ялта пурăнакан 25 çулхи каччă килтен тухса кайнă та таврăнман.

РФ Уголовлă-процесуаллă Кодексĕн 144-145 статйисемпе килĕшÿллĕн тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн çак çын халиччен çухалса çÿременнине, ниçта та кайма пуçтарăнманнине палăртнă. Унсăр пуçне вăл ют çын пурлăхне вăрланăшăн тата вĕлерессипе хăратнăшăн судпа айăпланни, район больницинче врач-психиатр патĕнче учетра тăни паллă пулнă.

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче РФ Уголовлă Кодексĕн 105 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Оперативлă следстви мероприятийĕсем туса ирттернĕ май çак çыннăн виллине çав ялтах кÿршĕллĕ пурăнакансен сарайĕнче тупнă. Ăна унта çĕре чавса пытарнă. Вăл хăй ирĕкĕпе вилменнине мăйĕ çинчи чиксе амантнă сурантан пĕлме пулнă. Çавăн пекех çĕр айĕнчен вилнĕ çыннăн тумтирĕсене, юнпа вараланнă тÿшек-çытар çиттисене чавса кăларнă. Кил хуçи çак çуртра ывăлĕ пĕччен пурăннине, халĕ вăл Мускава ĕçлеме тухса кайнине пĕлтернĕ.

Следстви органĕ преступлени тăваканĕ 1976 çулта çуралнă арçын пулнине палăртнă. Ăна Мускав çывăхĕнчи Дмитров хулинчен тытса илсе килнĕ. Вăл хăйĕн айăпне йышăннă, ĕç мĕнле пулнине каласа панă. 2008 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче çакскер хăй вĕлернĕ çынпа çапăçса каять, ăна хырăмĕнчен урипе тапать. Кайран çĕçĕ илсе мăйĕнчен чикет. Йывăр сурансене пула лешĕ темиçе минутранах вилсе каять. Преступник аптăраса тăмасть, вилене çуртран сĕтĕрсе тухса сарайне чавса чикет, ун хыççăн Мускав облаçне тухса каять. Чылай чухне вăрçă-харçă, криминал ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн пуçланать. Ку тĕслĕхре те çак сăлтавпах çамрăк çыннăн ĕмĕрĕ татăлнă.

В.ЯРУШКИН, Раççей Федерацийĕн прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи Патăрье-лĕнчи следстви пайĕн аслă следователĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2008
00:00
Поделиться