Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Каникул инкек-синкексĕр ирттĕр

Ватăсем калашле, вутпа шыв пĕр енлĕ ырă, тепĕр енлĕ усал. Вĕсемпе кулленхи пурнăçра асăрханмасан, инкек серепине те çакланан.

Акă, ачасемшĕн хаваслă та шавлă каникул кунĕсем пуçланчĕç. Халĕ вĕсен пушă та ирĕклĕ вăхăт нумай. Чылай çемьере кĕçĕн çулхи ачасемпе шăпăрлансем килте хăйсем тĕллĕн çеç юлаççĕ. Çакă вара шăпах пушар тухас хăрушлăха кăларса тăратать.

Районта шута илнĕ пушарсенчен 10-14 проценчĕ ачасен айăпĕпе, вĕсем шăрпăкпа ашкăннипе пулаççĕ. Тепĕр чухне вĕсем электроприборсен, плиткăсемпе кипятильниксен вилкисене ăнланмасăр розеткăна та чиксе хураççĕ. Çавăнпа та ачасене пĕччен хăварнă чухне ашшĕ-амăшĕн питĕ асăрхануллă пулмалла, кирлĕ мар япаласене, шăрпăкпа электроприборсене вĕсен алă айне хурса хăвармалла мар.

Ачасене мĕн пĕчĕкренех вут-кăварăн сиенĕ, инкекĕ, хăрушлăхĕ пирки ăнлантармалла.

Çуллахи шăрăхсем те çитрĕç. Çавăнпа та çак тапхăрта уйрăмах пушартан асăрханмалла. Çуллахи каникул вăхăчĕ инкек-синкексĕр ирттĕр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2008
00:00
Поделиться