Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алманчăри чиркÿ çĕр çулта

Саманан тĕрлĕ тапхăрĕнче районти ытти кĕлĕ çурчĕсемпе пĕрлех Алманчăри чиркÿ те темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттернĕ: ăна хупса та хунă, йывăç çурта шкул валли усă курнă. Юлашкинчен 1908 çулта тунă чиркĕве йăлтах пăсса салатнă та ун территорине шкул туса хунă.

1997 çулта ял халăхĕ ыйтнипе кунта вĕр çĕнĕ чиркÿ туса хута янă. Паян унăн настоятелĕ – Серафим Лялькин иеромонах.

Çак кунсенче Алманчăра пуçласа чиркÿ уçăлни шăп та лăп çĕр çул – пĕр ĕмĕр çитнĕ. Ял халăхĕшĕн çакă пысăк паллă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2008
00:00
Поделиться