Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçчен çынна ял савать

Пĕррехинче вăтам шкул пĕтерекенсене учитель-пенсионер, тыл ветеранĕ Л.С.Григорьева сăмах калани паянхи кун та манăн асра. Вăл çапла пиллерĕ: “Пурте вĕренме кĕреймĕр. Анчах ĕç çынна чыс, илем кÿрет, пăсăлма памасть. Ĕçĕ вара вăл пур. Ялăн кăнтăр енче ферма, çурçĕр енче мехпарк, йĕри-тавра уй-хир...”

Мĕн тери хавхалантарма пĕлнĕ вăл! Çак сăмахсене ăса илнĕ пулĕ тетĕп ялти Геннадий Павлович Павлов. Кÿршĕре пурăннă май, унăн ачалăхĕ, ĕçлĕ, çемьеллĕ пурнăçĕ ман куç умĕнче иртет. Гена Шăхальте 1974 çулта çуралнă, кунтах вăтам шкул пĕтернĕ. Вĕреннĕ чухнех колхоз ĕçне явăçнă. Амăшĕ сурăх пăхнă чухне ăна пулăшса кĕтÿ кĕтме те кайнă. Çакăнтанах унăн малаллахи пурнăçĕ те выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăнчĕ. Шкул вĕренсе тухсан ăна Н.Аксаков ферма пуçлăхĕ ĕне фермине слесарь пулса ĕçлеме илсе каять. Кунтанах ăна çара ăсатаççĕ. Салтакра тĕрлĕ çĕрте хăйне лайăх енчен анчах кăтартса ят-сум çĕнсе илет, чылай тав сăмахне, хаклă парнесене тивĕçет. Вăл взвод командирĕн çумне çити ÿсет. Çапла 18 уйăха тăсăлнă служба сисмесĕрех иртет. Килте 10 кун пурăнсанах ăна каллех фермăна, хăй унччен ĕçленĕ ĕçех илсе каяççĕ. Çапла ĕнтĕ Геннадий Павлович ĕне ферминче 16 çул вăй хурать. Пĕр вăхăт вăл харăсах слесарь, тракторист ĕçĕсене пурнăçласа пычĕ. Халĕ МТЗ-82 тракторпа вăй хурать. Унпа пур витерен те навус кăларса тăкать. Çуллахи кунсенче вара ĕç тата нумайланать. Выльăхсем валли симĕс курăк турттарать. Кунне 12-14 сехет ĕçлет механизатор. Нихăçан та нăйкăшмасть.

“Ĕçне кура хисепĕ”, – тенĕ ватăсем. Унăн ĕçне те кашни çулах хаклă парне парса хаклаççĕ. 2006 çулта вара хуçалăхри “Чи лайăх тракторист” ята тивĕçрĕ. Чи хаклă парне – ферма ĕçченĕсем унăн ĕçĕпе кăмăллă пулни, ăна хисеплени, сума суни.

Çемьере Гена юратнă мăшăр, ывăл. Мăшăрĕпе Ларисăпа пĕр ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Тĕп килте пурăннă май çурта та анлăлатрĕç, йĕри-тавра кирпĕчрен хуралтăсем турĕç. Геннадий Павлович ĕçкĕпе туслă мар, çакă ăна ĕçе вăхăтра, тĕплĕ пурнăçлама, коллективра ят-сум çĕнсе илме пулăшать те ĕнтĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 июля 2008
00:00
Поделиться