Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вулавăшпа çемье пулмалла ялан пĕрле

“Вулавăш тата çемье” акци пынă май, районти ача-пăча библиотеки ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хушшинче социологи тĕпчевĕ ирттернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ: ачаран кĕнеке вулани пурнăçра мĕнле витĕм парать, ашшĕ-амăшĕн ачисем вулав енне туртăннин тимлĕхĕ мĕнлерех?

Акцие 40 ашшĕ-амăшĕ, 50 ача хутшăннă. Ыйтса пĕлнисенчен чылайăшĕ пĕр пекрах хурав панă, кĕнеке чăнласах та çемье тусĕ пулнине çирĕплетнĕ. Çавăнпа та вулавăш ĕçченĕсем çемье членĕсене кĕнеке тĕнчине явăçтарас тесе тĕрлĕрен пĕлтерĕшлĕ меро-прияти йĕркелеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 июня 2008
00:00
Поделиться